06 июля 2016 г.
Вунă ялтан çỹренĕ эпир Тăвай шкулне. 1966 çулта алла аттестат илсен, пурнăç сукмакĕ пире çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене салатрĕ. Унтанпа 50 çул çитнине паллă тума шутларăмăр та эпир.
Аякри çула пăхмасăрах Альбина Павлова Мускав облаçĕнчен, Роза Филиппова Мускавран çитнĕ, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан - Галина Николаева, Глафира Петрова, Тăвайран Анатолий Иванов, Пуянкассинчен Иван Кондратьев пынă тĕлпулăва.
Чи ăшă та пысăк тав сăмахĕсене Анатолий Иванович Иванов тивĕçлĕ. Çак тĕлпулăва йĕркеленинче унăн тỹпи пысăк.
Хăшне-пĕрне чылайранпа тĕл пулман та, курсанах паллайрăпăр-и?
Палăртнă вăхăта районти краеведени музейĕ умне пуçтарăнтăмăр. Пăшăрханни кăлăхах пулчĕ. Çур ĕмĕр иртнĕ пулин те сăнран пĕр-пĕрне палласа илтĕмĕр, калаçса кайрăмăр. Шкул çулĕсенчи çамрăклăх вăхăчĕсем тепĕр хут таврăнчĕç тейĕн.
Кафери калаçура кашни хăйĕн çинчен каласа пачĕ: ăçта ĕçленине, пурăннине, миçе ача, мăшăрĕ кам? Шкул çулĕсене, пĕрле вĕреннĕ юлташсене, хамăра вĕрентнĕ учительсене аса илтĕмĕр (чылайăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ).
Пирĕнтен кашниех чунра уйрăмах çутă йĕр хăварнă вĕрентекенсене ăшшăн аса илчĕ. Мĕн тери хаклă вăл çак тахçантанпа кĕтнĕ тĕлпулу-уяв. Пĕр шухăш-кăмăллă пулса малашне тăтăшрах тĕл пулма килĕшсе татăлтăмăр.
И.Кондратьев хăй çырса пичетленĕ кĕнекине парнелерĕ.
Г.НИКОЛАЕВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"