06 июля 2016 г.
"Дорстрой" ООО сарать кунти çула - Тăвай-Канаш автоçулăн пăрăнчăкĕнчен пуçласа Элпуç ялĕ еннелле. 1 километр тăршшĕ пулать, терĕç, асфальт сарса çĕнетнĕ çул. Халĕ строительство ĕçĕсем Тăвай ялĕн Ленин урамĕнче те, асăннă урам вĕçĕнчен малалла та пыраççĕ. 2 млн. та 700 пин ытла тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçламалла кунта, терĕç райадминистрацире. Районта çулсем çĕнелсе пыни кирек камшăн та кăмăллă япала.
Çул никĕсне хатĕрлеме, тикĕслеме, таптаса пусăрăнтарма, материалсемпе тивĕçтерме, асфальт сарма тĕрлĕ техникăна тата чылай çул-йĕр ĕçченне явăçтарнă кунта.
Источник: "Ял ĕçченĕ"