07 июня 2016 г.
Михаил Игнатьев 2016 çулта Чăваш Республикин çул-йĕр отрасльне аталантарма федераци бюджетĕнчен 4,1 млрд. тенкĕ уйăрассине пĕлтернĕ. Чăваш Ен транспортпа çул-йĕр хуçалăх министерствине ертсе пыракансен задачи - бюджетран уйăракан кашни тенкĕпе эффективлă усă курасси, çул-йĕр куçăмĕнче хăтлă та хăрушлăхсăр условисем туса хурасси, çакă вара республикăра пурăнакансем харпăр хăйне лайăхрах туйма тата регионăн инвестици илĕртỹлĕхне ỹстерме май памалла.
Ытла та питĕ ванса пĕтнĕччĕ ку çул. Халĕ республика пĕлтерĕшлĕ "Аниш" çула кал-кал çĕнетсе пыраççĕ.
Ăна Канаш енчен Тăвай районĕн чиккинчен пуçласа туса килеççĕ, Тăвай ялне кĕрсен пĕрремĕш кĕпер таран тăваççĕ. Çула асфальт сарса çĕнетеççĕ. Çакна пурнăçлаканĕ - Чурачăкри "Воддорстрой" ООО (ертỹçи - Анатолий Николаевич Федоров) строителĕсем. Кивĕ асфальта фрезерласа каснă, тĕпретнĕ, унпа çавăнтах усă кураççĕ. Вак чул та сараççĕ. Катоклаççĕ. Çул никĕсне йĕркелеççĕ. Унтан асфальт сараççĕ. "Ку ĕçе ятарлă асфальтоукладчикпе пурнăçлаççĕ. Строительсен пĕтĕм техника комплексĕ пур. Тăрăшса ĕçлеççĕ", - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Тамара Егоровна Дьяконова. Çак çула тума малтан палăртнинчен пĕчĕкрех суммăпа килĕшнĕ подрядчик.
Халĕ асфальт сарса Тăрмăш ялĕнчен иртнĕ. Чипер ăнăçлă пырсан, паха çулшăн тунсăхланă район ĕçченĕсемпе ытти çул çỹрекенсемшĕн кĕçех пысăк парне пулĕ асăннă çул. "Район администрацийĕ çул-йĕр строителĕсен ĕçĕпе тимлесех, вĕсемпе ĕçлĕ çыхăну тытсах тăрать",- пĕлтерчĕ Владимир Алексеевич Ванерке.
И.ГЛАДКОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"