07 июня 2016 г.
7,5 пин тенкĕ таран ỹстереççĕ июлĕн 1-мĕшĕнчен чи пĕчĕк ĕç укçин виçине.
Çакăн çинчен калакан закона Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă. Хальхи вăхăтра чи пĕчĕк ĕç укçин виçи 6204 тенкĕпе танлашать. Çапла вара унăн виçи июлĕн 1-мĕшĕнчен 21 процент ỹсет.
Закон проектне хатĕрлекенсен расчечĕсемпе чи пĕчĕк ĕç укçин виçине ỹстерни 1 миллиона яхăн ĕçлекене пырса тивет. Вĕсенчен 87 проценчĕ - патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсенче, ытти 13 проценчĕ - экономикăн патшалăхăн мар секторĕнче ĕçлекенсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"