06 июня 2016 г.
Федерацин ялсен территорийĕсене тикĕссĕн аталантарма пулăшмалли тĕллевлĕ программа шучĕпе яллă вырăнсенче пурăнакансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатса пымашкăн кăçал 108,67 млн. тенкĕ яма пăхнă.
Чăваш Ен ял хуçалăх министерстви 2016 çулта программăна хутшăнакансен - яллă вырăнта пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма (туянма) социаллă тỹлевсем илекенсен пĕрлештернĕ списокне çирĕплетнĕ. Унта ялсенчи 152 çемье, вĕсенчен 104-шĕ çамрăк çемьесем тата çамрăк специалистсем, кĕнĕ.
Программăпа килĕ-шỹллĕн 38 млн. тенкине муниципаллă районсен бюджечĕсене куçарса панă ĕнтĕ, ыттине июньте куçараççĕ.
2016 çулта пирĕн районта та çурт-йĕр çавăрма е туянма 3 граждана тата 4 çамрăк специалиста пурĕ 4814,30 пин тенкĕлĕх социаллă тỹлевсем панă, çав шутран федераци бюджетĕнчен - 3370,00 пин, Чăваш Республикин бюджетĕнчен - 1444,30 пин тенкĕлĕх.
В.АЛЕКСЕЕВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"