Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар хăрушсăрлăхĕ тĕп тимлĕхре пултăр

01 июня 2016 г.

Шăрăх кунсем тăнă май пушар тухас хăрушлăх ỹссех пырать. Майăн 22-мĕшĕнчен республикăра пушарпа кĕрешекен ятарлă режим кĕртнĕ. Чрезвычайлă лару-тăрăва сирессипе тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе ĕçлекен комисси ларăвĕсем район администрацийĕнче пулса иртнĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, халăхпа, шкулсенче, ача сачĕсенче ĕçлекенсемпе, çынсем пурăнакан секторсенче, вак предпринимательлĕхрисемпе, чиркỹ настоятелĕсемпе, ял хуçалăх предприятийĕсемпе надзор ĕçченĕсем калаçусем ирттерсех тăраççĕ, ял тăрăхĕсене тухса профилактика рейчĕсем йĕркелеççĕ, памяткăсемпе листовкăсем салатаççĕ, огнетушительсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентсе, ăнлантарса хăвараççĕ. Çавăн пекех интернет портал сайчĕ çине те кирлĕ информаци пуххи лартса тивĕçтереççĕ халăха.

Пушарсен шутне чакарас тĕллевпе çак кунсенче Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем надзор ĕçĕсен пайĕн ертỹçипе Владимир Михайловпа Енĕш Нăрвашра йывăр лару-тăрури, нумай ачаллă çемьесем, пĕччен пурăнакан ватăсем патĕнче пулнă. Рейд вăхăтĕнче 10 кил-çуртра пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене мĕнле пăхăнса тăнине тĕрĕсленĕ. Кăмакасемпе, электропроводкăпа тата ăшăтмалли приборсемпе усă курнине пысăк тимлĕх уйăрнă. 27 çынна инструкци панă.

Çынсем пурăнакан кил хуçалăхсенче пушартан сыхланас тĕллевпе профилактика ĕçĕсене туса пыни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пỹрт-çуртпа картиш çунма пултаракан япаласенчен, çỹп-çапран, тĕрлĕ каяшсенчен таса пулмалла, хуçалăхра шыв пичкисем, огнетушитель пулсан лайăх, газ е ытти çунакан шĕвексен баллонĕсене пурăнакан вырăнта упрамалла мар тата ытти те. Хăрушсăрлăх требованийĕсене пурнăçлани вут-кăвартан палăрмаллах сыхланма май парĕ.

С.ИВАНОВА.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика