13 мая 2016 г.
"Чăваш Енре 2016 çула Ĕç çыннине халалланă. Çакă республикăра пурăнакан мĕнпур çынна, вăл миçе çултине, арçын е хĕрарăм пулнине, социаллă статуса, политика шухăш-кăмăлне пăхмасăр, пĕр чăмăра пĕрлештерĕ тесе шухăшлатăп. Эпир ĕç çыннине пулăшма тивĕç, мĕншĕн тесен республикăри экономика ырлăхĕн никĕсне шăпах çав ĕçчен алăсем йĕркелеççĕ. Пирĕн ăру тивĕçлĕ тĕслĕхсене ăша хывса çитĕннĕ, эпир вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсене чăтса ирттернĕ. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хỹтĕлесе хăварнă, халăх хуçалăхне чĕртсе тăратнă çынсене эпир пурте пĕлетпĕр", - тенĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.
...Çул хыççăн çул хыçа юлать. Тин кăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне çỹллĕ шайра паллă турăмăр. Чылай çын пурнăçне татнă, ялсемпе хуласене, çĕршер çул хушши тунă хаклă пуянлăха пĕтернĕ вăрçă синкерĕ паянхи кунчченех пирĕн асăмăрта упранать.
Кашни çулах майăн тăххăрмĕшĕнче Тăван çĕршыв вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунине уявлаççĕ Чăваш Республикинче те.
Пирĕн районта пурăнакансем те ирхине тăхăр сехетрех Тăвай ял тăрăхĕн çурчĕ умне пухăнчĕç. Чечек çыххисемпе кăшăлĕсене йăтнă çынсем пĕр рете майлашăнса тăчĕç.
Колонна кĕçех вырăнтан хускалчĕ. Чи малта - Аслă Çĕнтерỹ тунă салтаксене сăнарланă автомашина. "Урра-а!" - тесе кăшкăраççĕ нимĕçсене çапса аркатнисем, аллисемпе, ялавсемпе сулласа саламлаççĕ çул хĕрринче тăракансене, савăнăçне вĕсемпе пайлаççĕ.
Республикăран пирĕнпе пĕрле уяв тума килнисем, район администрацийĕн ертỹçисем утса иртрĕç ак. Кам кăна çук пулĕ колоннăра? Пĕчĕккисенчен пуçласа кĕмĕлленнĕ çỹçлĕ-сухаллă ветерансем таранах. Ялавсем, чечексем, шарсем вĕсен аллисенче.
Вăрçăра паттăрлăх кăтартнă тăванĕсен портречĕсене йăтнисем кăçал татах нумайланнă. "Вилĕмсĕр полк" акци ахрăмĕ вăйланса пырать эппин. Чылайăшĕн кăкăрĕсем çинче - Георги хăйăвĕсем, медальсемпе орденсем.
Мухтав монуменчĕ умне çитрĕ кĕçех колонна. Ĕмĕр сỹнми çулăм çунать палăк умĕнче, клумбăра - сарă-хĕрлĕ тĕслĕ чечексем. Раççей, Чăваш Республикин, Аслă Çĕнтерỹ тума хавхалантарнă ялавсене йăтнисем майлашăнса тăнă хыççăн уява пухăннисем вырнаçрĕç унта.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Владимир Шакров пуçларĕ программăна. "Мирлĕ пĕлĕт айĕнче 71 çул пурăнатпăр. Хăрушă вăрçă ахрăмĕ аяккалла кайса пырать, пирĕн ăна нихăçан та курмалла ан пултăрччĕ", _ текен сăмахсем кашнин чунне, ăнлавне кĕчĕç пулĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тухрĕ çакăн хыççăн трибуна умне. "...Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенче пĕтĕм тĕнчене кисретнĕ вăрçă хăрушлăхне тỹссе ирттернĕ ăру умĕнче пуç таятпăр эпир. Вĕсем пирĕн çĕре фашизмран хăтарнă. Фронтра тата тылра хăйсен пурнăçне, сывлăхне шеллемесĕр çĕнтерỹ патне ăнтăлнисене ĕмĕр асра тытатпăр, сума сăватпăр. Ватлăхăр малашне канлĕ пултăр сирĕн", - терĕ сăмахне вĕçленĕ май Владимир Алексеевич.
Вилнисене асăнса пурте пĕр минут шăп тăтăмăр çакăн хыççăн.
Район пуçлăхне Александр Шакина, республикăри физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумне Алексей Яковлева, Улянкăра пурăнакан вăрçă ветеранне Григорий Иванова, районти ветерансен канашĕн председательне Римма Гуринана, Тăвайри вăтам шкулта кадет класĕнче вĕренекен Алина Лисована тимлĕ итлерĕç митингрисем.
Çакăн хыççăн пурте янкăр кăвак тỹпене сăнама пуçларăмăр. Шурă-шурă кăвакарчăнсемпе шарсем çỹлелле вĕçсе хăпарчĕç кĕçех. Илĕртỹллĕ сăнлăхран куç илес килмерĕ.
Çав самантра автоматсенчен персе салют пачĕç. Тăвай енре ĕçлекенсем чечек кăшăлĕсем, ярăмсем хучĕç Мухтав монуменчĕ умне.
Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов ячĕпе те чечек кăшăлĕ вырнаçтарчĕç. Валерий Николаевич тăван вырăнта пурăнакан вăрçă ветеранĕсене яланхи пекех пылак çимĕçпе сăйлама май тупнă.
Унтан "Тăрмăш-Тăвай" маршрутпа чупакансем çитрĕç финиша. Спортсменсене чупма хавхалантаракансем чылайăн пулчĕç.
Ялта пурăнакансем вăрçă пуçланнă чухне уйра тар кăларнине, салтаксем вăрçăра паттăррăн çапăçнине, çĕнтерỹçĕсене еплерех хĕпĕртесе кĕтсе илнине сăнарласа пачĕç районти культура работникĕсемпе библиотекарьсем.
Тăвайри шкулта пĕлỹ пухакансем стройпа утса иртрĕç ветерансен умĕпе, кадетсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
"Тăвайри кооператив" потребобщество коллективĕ чылай тăрăшнă уява илемлетессишĕн. "9 мая" тесе çырнă çăкăрпа булка изделийĕсем, шашлăк, салтак пăтти сĕнчĕç иртен-çỹрене.
Ача-пăча аттракционсем çинче сиксе, ярăнса кăмăлĕсене çĕклерĕ.
Концерт программи чылая пычĕ. Районти артистсем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç сцена çине. Вĕсен вĕçĕ пулассăн туйăнмарĕ.
Каçхине сакăр сехетре тавралăха тепĕр хут саланма тытăнчĕ хаваслă кĕвĕ. Эстрада юррине кăмăллакансем юрласа та ташласа савăнчĕç.
Каярахпа тĕксĕм пĕлĕте фейерверкăн илĕртỹллĕ эрешĕсем çутатма пуçларĕç. Çĕнтерỹ уявĕ районта аван иртрĕ кăçал та.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"