08 апреля 2016 г.
Районти "халăх" ятне тивĕçнĕ коллективсем - "Тăрмăш" фольклор ушкăнĕ, Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи "Тăвай Ен" ансамбль, халăх хорĕ хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Тăвайри халăх хорĕ (ертỹçи ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Римма Маркова, концертмейстерĕ Федор Трифонов) чăваш композиторĕсен ĕлĕкхи юррисене мăнаçлăн шăрантарчĕ.
"Тăвай ен" ансамбль (ертỹçи Наталия Иванова, балетмейстер-постановщикĕ Наталия Королева) репертуарĕ илемлĕ чăваш юррисен пуххинчен тăчĕ. Тумĕсем ятуллă, ташă композицийĕсем программăна пуянлатрĕç. Ушкăн 1989 çулта йĕркеленнĕ. 1997 çулта "халăх" ята тивĕçнĕ. Çуллен тенĕ пек пултаруллă юрăçсем Республика кунĕсене хутшăнаççĕ. Кемĕр чăвашĕсем те хапăл Тăвай артисчĕсене. Районти пĕр уяв та вĕсемсĕр иртмест.
"Тăрмăш" фольклор ансамблĕн (ертỹçи ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Матросова, концертмейстерĕ Николай Петров) концерт программине хăна, çăварни, туй юррисенчен йĕркеленĕ, ĕлĕкхи йăла-йĕркесемпе çыхăнтарнă. "Тăрмăшсене" пур çĕрте те куракансем ăшшăн йышăнаççĕ. Кашни Республика кунĕнченех Хисеп хучĕсемпе таврăнаççĕ вĕсем. "Кăçал та хутшăнасшăн, - терĕ Елена Николаевна. -Тĕрлĕ çĕрте пурăнакан чăвашсемпе çывăхлатрĕ пире уяв. Ыттисенчен вĕренни ăсталăха ỹстерет".
Шупашкартан килнĕ сумлă жюри районти халăх коллективĕсен пултарулăхĕ ỹссе пынине палăртрĕ. Вĕсем çак хисеплĕ ята чăннипех те тивĕçлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"