15 марта 2016 г.
Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул тĕрлĕ коллективсемпе пĕрле ĕçлет ачасен тавракурăмне анлăлатсах пырассишĕн. Канашри лесничествăпа çыхăну тытаççĕ вĕрентекенсем, çамрăксем вăрмансенчи йывăçсен хупписене çиекен нăрăсем çинчен тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ, кăпшанкăсем хăйсене мĕнле туйнине сăнаççĕ тата ытти те.
Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче шкулпа лесничество "Шăнкăрч вĕллине _ хамăр алăсемпе" конкурс-акци йĕркелерĕç. Çакăн пирки ачасене пĕлтерчĕç. Пуçланчĕ те вара ĕç! Арçын ачасем кăна мар, хĕрачасем те вĕçен кайăксем валли парне хатĕрлеме тытăнчĕç ашшĕсемпе пĕрле. Çывăх çыннисем мĕнле ĕçленине амăшĕсем те хĕпĕртесе сăнарĕç ĕнтĕ. Алă айĕнчи тĕрлĕ строительство материалĕсене саваласа якатрĕç, кирлĕ виçеллĕ касрĕç, кĕрсе тухмалли шăтăкне шăтарчĕç, лармаллине те турĕç, йывăç çине çапса хумаллине хатĕрлерĕç. Пулчĕ те шăнкăрч вĕлли. Çакăн хыççăн ачасен фантазийĕ татах тăсăлчĕ. Хăшĕсем тăррине сăрласа илемлетрĕç, теприсем умне чечексемпе те эрешлерĕç. Пурне те асăнса та пĕтереймĕпĕр. Кайран вĕçен кайăксен тусĕсем вĕллесене шкулти курава илсе кайрĕç. Экспонатсен шучĕ çитмĕлелле çывхарчĕ пулĕ. Пĕрле вĕренекенсем, хăшĕ чи лайăххи пулнине пĕлтерсе, юлташĕсен ĕçне хакласа, çырнă хутсене ятарлă ещĕке ячĕç.
Канашри лесничествăн вăрман çитĕнтерессипе ĕçлекен инженерĕ (40 çул ытла ĕçлет ку енĕпе, Çĕнĕ Ишпуçĕнче çуралнă) Иван Федоровпа, Тăвай участокĕн лесничийĕ Юрий Емельянов вĕллесене курсан хĕпĕртерĕç. "Ай, еплерех маттур иккен Тăвай енри ачасем, çутçанталăк илемне туйса, вĕçен кайăксене юратса ỹсеççĕ. Çавнашкал конкурссем тăтăшах йĕркелетпĕр, сырăшсем нумай туни пулнă-ха. Шăнкăрчсене харăсах çавăн чухлĕ парнепе савăнтарса курманччĕ", - терĕç хăнасем.
Пĕрремĕш "а" класра пĕлỹ пухакан С.Ананьев ашшĕпе пĕрле тунă-мĕн вĕллене, А.Павлова та юратнă çыннипе ĕçленĕ иккен. Аслăраххисем, улттăмĕшсем ак, хăйсем вăй хунă вĕçен кайăксене савăнтарассишĕн. Улттăмĕш "б" класри П.Сергеевпа Д.Иванов та çирĕплетрĕç çакăн пирки. Кĕмелли шăтăкĕ умне "вход" тесе вырăсла çырнă вĕлле те пур. Шăнкăрчсене хăйсем пек "вулама" вĕрентесшĕн пулас пĕчĕккисем.
Канашри лесничествăра ĕçлекенсем вĕллесемпе тĕплĕн паллашнă хыççăн А.Моряков (5 "б" класс), Э.Ильина (1 "а") тата Р.Марков (3 "а") парнисене чи лайăххисен шутне кĕртрĕç, сувенирсем парса хавхалантарчĕç вĕсене. Хăшĕн лайăхрах вĕлле пулса тухни пирки шкулта вĕренекенсем те хăйсен шухăшне пĕлтерĕç кĕçех. Пĕтĕм тĕнчери вĕçен кайăксен кунне лайăх кĕтсе илеççĕ çапла Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем.
Ку мероприяти ачасемпе аслисем хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшать, çамрăксене ĕçе хăнăхтарма вĕрентет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"