Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Строительство организацине йĕркеленĕ

26 марта 2013 г.

Чăваш АССРĕнчи ĕç çынни депутачĕсен Тăвай район Канашĕн ĕç тăвакан комитечĕ 1966 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче вырăнти строительствăпа монтаж управленине регистрациленĕ.
1976 çулхи мартăн пиллĕкĕмĕшĕнче Тăвайри хуçалăхсем хушшинче куçса çÿрекен колонна теме пуçланă управленине.
1986 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче районти строительсен организацийĕн ятне каллех кăштах улшăнусем кĕртнĕ (Тăвайри МПМК-ран – “Чăвашагропромстройăн” Тăвайри КГ МПМК")
1987 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче вара асăннă коллектив ĕçне хуçалăхсем хушшинчи “Янтиковская” строительство организацийĕ (Тăвайри МСО) ятпа йĕркелесе пыма пуçланă.
1992 çулхи мартăн 26-мĕшĕнчен вара ăна “Янтиковская” коллективлă строительство организацийĕ тенĕ.
1999 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче строительсен организацийĕнчен акционерсен уçă обществи туса хунă. Çапла 1992 çулхи январĕн 29-мĕшĕнчи “Акционерсен обществисем çинчен” ятлă 208-мĕш номерлĕ Федераллă законпа килĕшÿллĕн пирĕн районта “Тăвайри МСО” акционерсен уçă обществи ĕçлеме пуçланă.
Районти строительсем çуртсем тунă, юсанă, транспорт пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ, строительство материалĕсемпе япалисем тата конструкцисем хатĕрленĕ. Тăвай ялĕнче, районта, Чăваш Республикин ытти вырăнĕсенче тĕрлĕ объектсем хăпартса ĕçе кĕртнĕ ку коллектив. Пурăнмалли çуртсем пурĕ 25164 тăваткал метр чухлĕ тунă. Чутейри, Сăхăтпуçĕнчи, Çĕнĕ Пуянкассинчи, Тăрмăшри, Тăвайри шкул çурчĕсем “Тăвайри “МСО” общество вăй хунипе çĕкленнĕ.
Район центрĕнче, Тĕмерте, Чутейре, Мучарта, Йăнтăрчăра, Енĕш Нăрвашра ача сачĕсен объекчĕсене тунă пирĕн строительсем. Тăвайра, Тăрмăшра, Енĕш Нăрвашра, Тушкилте, Кĕршере, Йăнтăрчăра, Тĕмерте, Кармалта, Çăлпуçĕнче – культура çурчĕсем, Тушкилте, Йăнтăрчăра, Чутейре, Тăвайра администраци хуралтисем, райпо, перекет банкĕ, хăна çурчĕ, вăрман хуçалăхĕ, тĕп больницăпа поликлиника, малтанхи спорткомплекс, васкавлă пулăшу, госстрах çÿлерех асăннă коллектив кунĕн-çĕрĕн вăй хунипе ÿсе-ÿсе ларнă.
Тутарстанри Кайпăç ялĕнче ача çураттаракан çуртпа шалти ĕçсен районти пайĕн объектне кĕске срокра туса пĕтернĕ тăвайсем. Улатăр районĕнчи Улатăр хулинче психоневрологи интерначĕн çурчĕ пирĕн районти строительсен обществи тăрăшнипе алăкĕсене уçнă. Ял хуçалăх валли те чылай объект туса панă вĕсем. 1999 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнченпе ку коллектива Алексей Константинович Муханов ертсе пырать.
“ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ” хисеплĕ ята кирпĕч купалакансен бригадирĕсене Г.Дюкинпа В.Яковлева, “Тăвайри “МСО” обществăн начальникĕпе генеральнăй директорĕсене В.Филиппова, Г.Васильевпа А.Муханова панă. “Хура тăпраллă мар çĕрсенчи агропромстройăн хисеплĕ строителĕ” ята обществăн генеральнăй директорĕсем Г.Васильевпа А.Муханов, Ю.Филимонов тĕп инженер, А.Кириллов водитель, А.Нилова тĕп бухгалтер, тивĕçтерÿ енĕпе ĕçлекен инженерсем А.Пикишкинпа Н.Григорьев, Н.Петухов экскаваторщик тивĕçлĕ пулнă. “Хура-тăпраллă мар çĕрсенчи агропромстрой” корпорацин Хисеп грамотине Н.Антипова кирпĕч купалакана, производство уйрăмĕн начальникне Л.Кузьминана, производство уйрăмĕн инженерне Н.Николаева панă. “Тăвайри “МСО” обществăн хисеплĕ ветеранĕсем – А.Семенова, А.Игнатьева, А.Зайцева, Н.Белкова, Н.Антипова, Е.Ефимова, В.Соловьева, А.Иванова кирпĕч купалакансем, кирпĕч купалакансен бригадирĕ В.Яковлев, Ю.Максимова, Т.Симушкина штукатур-малярсем, Е.Кузьмина рабочи, тивĕçтерÿ инженерĕ А.Пикишкин, склад заведующийĕ В.Андреева, З.Тихонова уборщица, А.Нилова тĕп бухгалтер, производство уйрăмĕн инженерĕ Н.Николаев, А.Гладков слесарь, М.Масленников водитель, Т.Иванова секретарь-машинистка, А.Чернов механик.
Коллектива ертсе пынă:
Е.Т.Васильев (1966–1974 çулсенче),
Г.С.Сергеев (1974–1975 çулсенче),
В.И.Филиппов (1975–1989 çулсенче),
В.Г.Васильев (1989–1999 çулсенче),
А.К.Муханов 1999 çултан паянхи кунччен.
“Тăвайри “МСО” обществăра халĕ те ĕçлекенсем: А.Муханов (1976 çултанпа), Н.Григорьев (1979 çултанпа), И.Барабанов (1981 çултанпа), Р.Егоров (1985 çултанпа), В.Кондратьев (1986 çултанпа).

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика