01 марта 2016 г.
Паян пуш уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче, Тăвай ялĕнчи краеведени халăх музейне уçнăранпа 30 çул çитрĕ. Çак тапхăрта унта культурăна аталантарас, аваллăха упрас енĕпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Паллах, музейре ĕçленисем экспонатсем пухассипе харпăр хăй тỹпине чылай хывнă. Ахальтен мар 1990 çулта пирĕн музее "халăх" хисеплĕ ят панă.
Музей ĕçне йĕркелес енĕпе вăй хунисенчен виççĕшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă - Вячеслав Иринархович Ломоносов, Иван Николаевич Николаев, Александр Семенович Семенов. Вĕсем пурте нумай çул педагогика ĕçĕнче ырă тĕслĕх кăтартнă.
Штатра тăман сотрудник пулса 1984 çулхи январь уйăхĕнчен Вячеслав Иринархович Ломоносов ĕçленĕ. Ун чухне музей валли çурт кăна пулнă, унта залсем йĕркелес енĕпе тăрăшнă.
Вячеслав Иринархович 1919 çулта Тăвай ялĕнче çуралнă. 1936 çулта Канашри педагогика училищине пĕтернĕ. 1939 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕçсемпе çапăçнă. Мирлĕ вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлỹ илнĕ. Йăнтăрчăри, Енĕш Нăрвашри, Тăвайри вăтам шкулсенче вĕрентнĕ. Ĕç ветеранĕ. 1992 çулта пурнăçран уйрăлнă.
1984 çулхи сентябрь уйăхĕнчен 1985 çулхи мартчен музейре Иван Николаевич Николаев ĕçленĕ. Çак вăхăтра экспонатсем пухассине пуçланă.
Иван Николаевич Вăрманхĕрри ялĕнче 1922 çулта çуралнă. 1940 çулта вăл Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн", "Паттăрлăх кăтартнăшăн" тата ытти медальсене тивĕçлĕ пулнă пирĕн ентешĕмĕр.
Вăрçă хыççăн Тăвайри вăтам шкулта нимĕç чĕлхипе вĕрентнĕ. 1958 çулта Горькинчи педагогика институтĕнчи ют çĕршыв чĕлхисен факультетне вĕренме кĕрсе аслă пĕлỹ илнĕ. 1948-1962 çулсенче вĕрентекен, кайран Тĕмерти вăтам шкулăн директорĕнче ĕçленĕ. Вĕрентỹ пайĕн заведующийĕнче 1963 çулхи августран пуçласа 1988 çулччен, 1981-1984 çулсенче Енĕш Нăрвашри вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕ.
"Ĕçре палăрнăшăн", "Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа" медальсемпе, "Çут ĕç отличникĕ" знакпа наградăланă. "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят тата нумай Тав хучĕ панă.
Тăвай районне аталантарас енĕпе тата обществăлла пурнăçра активлă пулнăшăн 2005 çулта ăна районăн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Районти краеведени музейĕн пĕрремĕш директорĕ Александр Семенович Семенов пулнă. Вăл тăрăшнипе 1986 çулхи мартăн пĕрремĕшĕнче уçнă районти музея.
1920 çулхи февраль уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Тăвай ялĕнче çуралнă вăл. Вĕрентекенсен курсĕнче пĕлĕвне ỹстернĕ хыççăн Йăнтăрчăри çичĕ класс вĕренмелли шкулта ĕçленĕ.
1939 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. Вăрçă вăхăтĕнче Хура тинĕс хĕрринче матрос пулса службăра тăнă.
Вĕрентекен ĕçне 1950 çулта пуçăннă. Кармал, Сăхăтпуç, Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1950-1956 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1957_1978 çулсенче - районти вĕрентỹ пайĕн методика пỹлĕмĕн заведующийĕ.
Пенсие тухсан, 1985-1998 çулсенче, Тăвайри краеведени халăх музейĕн директорĕ пулнă. Александр Семенович ĕçленĕ вăхăтра музей чылай экспонатпа пуянланнă. Районта тухакан "Ял ĕçченĕ" хаçатпа тачă çыхăну тытнă вăл. 2000 çулта, Тăвай ен 65 çулхи юбилейне паллă тунă чухне, ялсен историйĕпе паллаштаракан "Тăвай районĕн çыннисем тата ĕçĕсем" ятлă вырăсла кĕнеке тухнă. Унăн çум авторĕ - Александр Семенов. Вăл "Хисеплĕ краевед" ята тивĕçнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степень орденĕ тата 13 медаль парса чысланă ĕçпе вăрçă ветеранне. 2015 çулта пурнăçран уйрăлнă Александр Семенович.
Райĕçтăвком председателĕнче вăй хунă Михаил Семенович Терентьев та Тăвай ялĕнче музей ĕçне йĕркелес ыйтупа кăсăкланнă. Ку шухăш Йĕпреç районĕнчи краеведени музейĕпе паллашнă хыççăн çуралнă унăн.
Енĕш Нăрваш ялĕнче 1938 çулхи майăн 1-мĕшĕнче кун çути курнă Михаил Семенович. Чăваш ялхуçалăх институтĕнче вĕренсе аслă пĕлỹллĕ специалист пулса тăнă хыççăн "Красная Чувашия" ЯХПКра зоотехникре тăрăшнă вăл. 1965 çулта районти ялхуçалăх управленийĕн начальникĕн заместителĕнче ĕçленĕ, унтан асăннă коллектива ертсе пынă. 1970-1986 çулсенче райĕçтăвком председателĕн йывăр лавне туртнă Михаил Семенович. 1986-1991 çулсенче районти парти комитечĕн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă. 1998-2000 çулсенче Тăвайри краеведени музейĕн директорĕ пулнă. "Хисеп Палли" орден, медальсем, ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн грамотине парса чысланă М.Терентьева. Çỹлерех асăннă музей ĕçĕн активисчĕсене пурне те "Тăвай енĕн сумлă çыннисем" кĕнекене кĕртнĕ.
2000 çулхи ноябрьтенпе паянхи кунчченех Тăвайри краеведени халăх музейĕн ĕçĕсене Светлана Архиповна Сергеева ăнăçлă йĕркелесе пырать.
Музее уçнă чухне 760 экспонат пулнă. Паянхи кун вара - 2560. Пĕлтĕр кăна музей 92 япалапа пуянланнă.
Аслă ăру çыннисемпе тĕрлĕ мероприятисем тăтăшах йĕркелеме тăрăшатпăр эпир, куравсем ирттеретпĕр. Хамăр ĕç пирки сайтсемпе "Ял ĕçченĕ" хаçат урлă пĕлтерсех тăратпăр. Çынсем музейпе паллашма час-часах килеççĕ. Унта пулнă хыççăн хăйсен шухăшĕсем пирки ятарлă кĕнеке çине çырса хăвараççĕ.
Сăмах май, "Музее экспонат парнеле" акцие хутшăнма сĕнесшĕн районта пурăнакансене. Интереслĕ сăн ỹкерчĕк, документ тата ытти кăсăклă япаласем пур пулсан, вĕсене музее парнелĕр. Сирĕн парнепе ыттисем паллашĕç, нумайлăха упранĕ вăл.
С.СЕРГЕЕВА, Тăвайри краеведени халăх музейĕн заведующийĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"