Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килхуçалăха аталантарма усă курнă

22 января 2016 г.

Çынсен харпăр хăй хуçалăхне аталантарма çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтерсе, патшалăх халăхшăн питĕ пысăк ĕç тăвать.

"АПК аталанăвĕ" нацпроекта пурнăçа кĕртме тытăннăранпа (2006 çултанпа) районта пурăнакансем харпăр хăй килхуçалăхне йĕркелесе яма тата аталантарма пурĕ 4180 çăмăллăхлă кредит илнĕ, çакăн пĕтĕмĕшле сумми 608815,4 пин тенкĕпе танлашать. Çак шутран 179 кредитне, 28515,1 пин тенкĕлĕх, ялсенче пурăнакансем пĕлтĕр илсе усă курнă. 179 çăмăллăхлă кредитран 118-шне "Россельхозбанкăн" районти офисĕ панă.

Районта пурĕ 10 ял тăрăхĕ. Çăмăллăхлă кредитсем илсе харпăр хăйĕн килти хуçалăхне тĕреклетессипе Тăвай ял тăрăхĕнче пурăнакансем уйрăмах хастар пулнă. Кунта пĕтĕмпе 900 килхуçалăх пулсан, вĕсем пурĕ 934 çăмăллăхлă кредит илнĕ. Асăннă кредитсен сумми 141553,9 пин тенкĕпе танлашать. Çăмăллăхлă кредит продукчĕсемпе ытларах усă курнисен шутĕнче çавăн пекех Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче (килхуçалăхсен 81 проценчĕ), Йăнтăрчă (63,8) тата Тăрмăш (61 проценчĕ) ял тăрăхĕсенче пурăнакансене асăнмалла. Çав вăхăтрах Енĕш Нăрваш, Тушкил, Тĕмер ял тăрăхĕсенче пурăнакансем ЛПХ кредичĕсен майĕсемпе сахал (вĕсенчи килхуçалăхсен 39,2 - 44,7 проценчĕ) усă курнă.

Çăмăллăхлă кредитсемпе çынсем выльăх-чĕрлĕх, вĕсене валли витесемпе хуралтăсем тума строительство материалĕсем, паха вăрлăх, выльăх апачĕ, малтанхи вăхăтра пĕчĕк хăватлă техника та, ытти те туяннă.

И.ВОРОНЦОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика