22 января 2016 г.
Çăлпуçĕнче часовня пахчи витĕр икĕ валакпа сăрт айĕнчен кунĕн-çĕрĕн тапса тăракан, çынсене сиплĕ шывпа тивĕçтерекен шарласа юхакан çăл хăвачĕ чакма пуçларĕ. Юлашки çулсенче юр е çумăр сайрарах çурĕ, ăçтан тулăх шыв пултăр-ха? Çăва тухсан тата ĕçмелли паха шывпа чунсăрла хăтланатпăр. Хăшĕ-пĕрисем башня шывне çăвĕпе хыçри паçми çине юхтараççĕ. Çĕр ĕçĕпе ĕçлекенсем тата шывпа хутăштарса сапмалли имçам валли те башньăран вакун цистерни пек пысăк цистернăпа уя шыв турттараççĕ. Мĕн тăвăн, ансат пурăнма хăнăхрăмăр. Çапла тума юранипе юраманнине те пăхмаççĕ халь.
Вăл çеç-и-ха. Ял варринчи икĕ çăлран шыв ăсакансем те çук, кĕпе çума çỹрекенсем те курăнсах каймаççĕ. Ялта нумайăшĕ киле шыв кĕртнĕ, кĕпе-тумтирне килтех машинăпа çăваççĕ. Ватă çынсем каланă тăрăх, тараса е çăл шывĕпе усă курсах тăмасан пурăна киле шыв çухалать теççĕ. Усă курмасан, вăхăтра юсаса-пăхса тăмасан, апла та пулма пултарĕ. Хальхи вăхăтра хăш-пĕр ялсенче çĕнĕ тарасасем чавас пирки те никам та аса илсех каймасть. Электроэнергипе ĕçлекен колонкăсене кăна шанса пурăнатпăр. Анчах вăтăр-хĕрĕх çул каялла хывнă шыв пăрăхĕсем кивелеççĕ, юсама пуçласан арканаççĕ, çĕрнĕ вĕсем. Ĕмĕрлĕх япала нимĕн те çук пурнăçра. Халăха таса та пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли программа пур-ха вăл патшалăхăн. Анчах та хăçан пурнăçа кĕрĕ-ши?
Турă шыва кĕнĕ кун часовня пахчи витĕр юхса тухакан çăл шывĕ патне кашни çулах халăх йышлăн пуçтарăнать. Кỹршĕри ялсенчен те машинăпа килеççĕ кунта. Кăçал та чылай çын пулчĕ.
Иртнĕ çулсенче Турă шыва кĕнĕ кун шыва кĕлĕ туса тасатма Тăвай пачăшки Николай атте килекенччĕ. Кăçал вăл пулаймарĕ. Ун вырăнне Кĕрше пачăшки Илларий атте çитрĕ. Малтанах халăх умĕнче кĕлĕ вуларĕ, часовня çуртне кĕрсе, хĕрес чиксе шыва сăвапларĕ. Часовня çуртĕнче пилĕк турăш. Пĕри малтанах пулнă-ха вăл. Иккĕшне пачăшкăсем Шупашкартан илсе килсе лартнă, тепĕр иккĕшне вырăнти пачăшкăсем панă.
Турă шыва кĕнĕ кун кĕлĕ туса сăвапланă шыва витри-витрипе килсе илчĕç çынсем. Ман шутпа, çакăнпа пĕрлех кашни çыннăн чун-чĕрере ырă шухăш-кăмăл пулмалла. Йывăр вăхăтра та пĕр-пĕрне пулăшса, пĕр-пĕрне сума суса, килĕштерсе те юратса пурăнмалла. Хăвна айăпсăр çĕртенех айăплакана та каçарма хушать-çке Турă. Кашни çыннăн мĕне те пулса шанса, ĕмĕтленсе пурăнмалла. Унсăрăн малашлăх çухалма пултарать.
А.ИВАНОВ. Çăлпуç ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"