Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Паснерка" - чăннипех çăтмах кĕтесĕ

22 декабря 2015 г.

"Паснерка" - чăннипех çăтмах кĕтесĕ

Иртнĕ шăматкун савăнăçлă лару-тăрура Тĕмер ял тăрăхĕн Паснер уçланкинче сывлăха çирĕплетмелли "Паснерка" комплексăн пĕрремĕш черечĕ уçăлчĕ. Ялти усадьбăна Амалăхра çуралса ỹснĕ пĕр тăван Восторгинсем - Петр, Василий, Олег - пĕрлехи вăйпа çĕклеççĕ. Пысăк ĕçĕн пĕрремĕш çĕнтерĕвне уявлама Шупашкартан Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Ю.Васильев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ А.Салаева вице-премьер, республикăн культура министрĕн çумĕ И.Иванов тата ытти паллă çынсем, район ертỹçисем, ялсенчен ветерансен районти канашĕсен представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ветерансен хорĕ, амалăхсем, тĕмерсем йышлăн пухăнчĕç. Икĕ хутлă хăна çурчĕ умĕнче культура ĕçченĕсем юрă хыççăн юрă шăрантараççĕ. Шур сухаллă, пысăк туяллă Хĕл Мучисемпе хĕл илемне илсе килнĕ Юр Пикесем, уява килнисем вăйă картинче савăнаççĕ, ташласа ăшăнаççĕ. Вăрманта кăшт шаларах кухня мăрйинчен кăвак тĕтĕм çỹлелле йăсăрланать. Обществăлла апатлану ĕçченĕсем уява килнисем валли апат хатĕрлеççĕ, урамра шашлăк ăшалаççĕ. Усадьбăн утар пур. Пĕр тăвансенчен пĕри Олег хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлет. Вăл каланă тăрăх, хресчен фермер хуçалăхĕ Амалăхра юхăннă ферма витине илнĕ, ăна çĕнетсе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме шутлаççĕ. Хресчен хуçалăхĕ 200 яхăн гектар çĕр тытать. Хальлĕхе тыр-пул çитĕнтерессипе ĕçлет.

Пурте пухăнса çитсен хăна çурчĕ умĕнче митинг пуçланчĕ. Ял усадьбин ертỹçи Петр Сергеевич Восторгин кĕскен сывлăха çирĕплетмелли пулас комплекспа, хальлĕхе мĕн тума май килнипе тата çывăх плансемпе паллаштарчĕ.

-Ял усадьби 30 яхăн гектар çинче вырнаçнă. Икĕ хутлă хăна çурчĕсĕр пуçне кунта уйрăм çуртсем те пулĕç. Февральте ресторана туса пĕтересшĕн. Малтанлăха канакансем валли 90 койка-вырăн хатĕрлесшĕн, каярах ăна икçĕре çитересшĕн. Кунтах массажист та пулать. Вăрманти таса сывлăш, çу кунĕсенче шыва кĕни, пулă тытни, спорт вăййисем çынсене сывлăха çирĕплетме пулăшĕç. Кỹлĕсем вара ярăмĕпе, 8-9 та пур. Ытларахăшне тасатнă, хăш-пĕрисенче пулăсем те ĕрчететпĕр. Тавах Юрий Егорович Васильева, пире ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме çул уçса панăшăн. Эпир ăна хамăр хреснатте вырăнне шутлатпăр, - каласа парать усадьба ертỹçи.

-Паянхи пекех астăватăп. Эпĕ ун чухне район администрацийĕн пуçлăхĕччĕ. Пĕринче ман пата виçĕ пĕр тăван Восторгинсем ĕç пỹлĕмне кĕрсе тăчĕç те хăйсен ĕмĕчĕпе - Паснерте туризм бази, сывлăха çирĕплетмелли комплекс тăвассипе паллаштарчĕç. Пĕр пытармасăр калас-тăк, маншăн ун чухне çак проект туллин пурнăçа кĕме пултарасси - тата çакнашкал анлăн! - самай иккĕленỹллĕччĕ. Халĕ мĕн тунине куратăп та хамра айăпа туятăп. Тавтапуç сире, утас çулăртан пăрăнманшăн. Кĕске хушăрах нумай тума ĕлкĕрнĕ эсир, тумалли татах сахал мар пулин те, эсир çак ĕçе вĕçне çитерессе ĕненетĕп. Чĕререн савăнатăп сирĕншĕн, эсир тăван тăрăха манманшăн, хăвăр çуралса ỹснĕ кĕтесĕре чунпа юратнăшăн. Кашни ялтах курас килет сирĕн пек пуçаруллă харсăр çынсене. Сирĕн пек çынсем ытларах пулсан, çĕршыв, район экономики те çирĕпрех, пурнăç та илемлĕрех пулĕ. Сывлăх, ăнăçу сире пуçласа янă ĕçĕрте. Паян кунта пухăннă пур çынна та çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп, - терĕ Юрий Егорович.

-Эпир историлле тапхăрта пурăнатпăр. Тăван çĕр-шыв, ял-хула шăпи, хамăр пурнăçа тĕрĕсрех йĕркелес пирки ытларах шухăшлама пуçларăмăр. Уйрăм çыннăн интересĕ çĕршыв интересĕпе пĕр килни палăрать. Çынсен ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хал тупăнать-ха? Тăван çĕре, хăв çуралса ỹснĕ киле, тăван тăрăха юратни, атте-анне килне манманни вăй-хал парса тăрать вĕсене! Пирĕн хамăр пурăнакан кĕтесе, тăван яла, района, республикăна тата илемлĕрех, ура çинче çирĕпрех тăнине курас килет. Çавăнпа ĕнтĕ пĕр тăван Восторгинсем пурнăçа çĕнетсе улăштарас йывăр та пархатарлă ĕçе тытăннă. Паян вĕсем пуçарнă ĕçе хаклама май пур. Çав ĕçри пĕрремĕш çĕнтерỹ ячĕпе сире! - палăртрĕ Алла Салаева вице-премьер.

Митингра çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, республикăри культура министрĕн çумĕ И.Иванов, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Иванов, проектăн тĕп инвесторĕ В.Восторгин тухса калаçрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке кунти тавралăха çĕнетсе улăштарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн усадьба ертỹçине Петр Восторгина, Василий Восторгинпа Андрей Пронин инвесторсене, строительсен бригадин бригадирне Михаил Такмакова, Александр Иванов экскаваторщике, Родион Иванов водителе Тав çырăвĕсем пачĕ. Георгий аттепе Сергий атте кĕлĕ ирттерчĕç, çурта çветтуй шывпа сапрĕç.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасем шала кĕрсе курчĕç. Хăна çуртĕнче канакансем валли хальлĕхе 15 номер: аялти хутра - 4, çỹлтинче - 11. Кашни номертех çывăрмалли пỹлĕм, туалет, душ кабинисем, холодильник, телевизор. Пĕрремĕш хутрах бар пулмалла. Пысăк уйрăм мунчасăр пуçне çуртра та мунча-сауна пăхса хăварнă. Бильярд, спорт вăййисен пỹлĕмĕсем пулĕç. База ĕçлеме пуçличченех юмахри пек туйăнать. Туса пĕтерсен вăл чăннипех çăтмах кĕтесĕ пулса тăмалла. Ку таранччен çынсем урăх çĕршывсене путевкăсемпе туристла çул çỹреве çỹренĕ пулсан, кам пĕлет, малашне, тен, урăх çĕршыв çыннисем те çемйипех "Паснеркăна" çитĕç-ха. Мĕншĕн тесен кунта сывлăха çирĕплетме, çут çанталăк ытамĕнче пĕтĕм чунпа канма пур услови те çителĕклĕ.

Çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ Амалăхри Мария Семеновнăпа Сергей Иванович Восторгинсем. Вунпĕр çул вĕсем Кĕршери кирпĕч заводне ĕçе çуран çỹренĕ, кайран тăван хуçалăхра вăй хунă, ачисене ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма ĕмĕтленнĕ. Ачисем вара тĕрлĕ çĕре саланнă пулин те тăван киле манмаççĕ, тăван ял шăпи вĕсене шухăшлаттарать.

Аслă Восторгинсем пурнăçран кайнă ĕнтĕ, ачисен ĕçне-хĕлне курмаççĕ, курас пулсан, вĕсемшĕн чунтан савăннă пулĕччĕç. Пĕр тăван Восторгинсем кăна мар, уяв хăнисем те Мария Семеновнăпа Сергей Ивановича çавăн пек мухтавлă ывăл-хĕр пăхса çитĕнтернĕшĕн пĕр хутчен мар ăшă тав туйăмĕпе аса илчĕç.

Пухăннисене конференц-залра Чăваш Республикин халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров ертсе пынипе чăваш эстрадин çăлтăрĕсем, "Уяв" ансамбль ушкăнĕ (унăн илемлĕх ертỹçи пирĕн ентеш, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Эдуард Кириллов) чаплă концерт кăтартрĕç. Вĕсен юррисемпе ташшисем чăваш халăхĕн культури, ăс-хакăлĕ мĕн тери пуян та илемлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.

Ветерансен районти канашĕн (председателĕ - Р.Гурина) членĕсене вара "Паснерка" усадьбăн пĕрремĕш канаканĕсем теме пулать. Пĕр тăван Восторгинсем вĕсене тараватлăн йышăнчĕç, çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç.

И.СОЛОВЬЕВ.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика