Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьене савăнтарчĕç

18 декабря 2015 г.

Кашни уйăхра пĕр хутчен, юнкун, районсене Шупашкартан информушкăнсем килеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ ыйтусемпе калаçусем йĕркелеççĕ.

Ку эрнере Тăвай ене физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, РФ Пенси фончĕн ЧР уйрăм управляющийĕн çумĕ Валерий Николаев, "Чăвашçăкăрпродукт" УАОн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕ - "Шупашкарти элеватор" филиал директорĕ Александр Дмитриев килчĕç.

Район администрацийĕнче ĕçлекенсемпе калаçу йĕркелерĕç хăнасем малтан. Раштавăн 3-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Мускавра Кремльти Пысăк керменĕн Георги залĕнче Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырупа тухса калаçнă. Ăна çĕршыври чылай сумлă çын лайăх енĕпе комментарилесе харпăр хăй шухăшне пĕлтернĕ. Информушкăнрисем те асăннă документăн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕç.

Суррогатлă эрех çаврăнăшне ум пỹлессипе пурнăçламалли хушма мерăсем, район территорийĕнче пурăнакансене Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсенче тата хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес пирки ыйтусем сỹтсе явнă.

Район прокурорĕ Оксана Ястребова тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă. Оксана Геннадьевнапа çынсемпе тĕл пулнă. Ĕç, пенси законодательстви тата ытти ыйтусем пирки ăнлантарнă.

Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕпе Алексей Яковлевпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке Тăвай ялĕнчи Алексеевсене çĕнĕ çурт уççине панă çĕре хутшăннă.

"Çул çитмен пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесем валли харпăр хăй çуртне тăвасси" республика программипе асăннă кил-йыш валли Тăвай ялĕнчи "Полевая-2" урамра чаплă çурт туса пĕтернĕ.

Подрядчик çĕнĕ объекта кăçал июльте тума пуçланă. Виçĕ уйăхра 127,4 тăваткал метр лаптăк йышăнакан чаплă çурт хăйсен хуçисене йышăнма хатĕр пулнă. Пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ 3 миллион та 415 пин те 860 тенкĕпе танлашнă, республика бюджетĕнчен уйăрнă ку суммăна.

Алексеевсем малтан тара илнĕ хваттерте пурăннă. Хăйсен çĕнĕ çурчĕпе Арина Юрьевнапа Андрей Владимирович питĕ кăмăллă. Çавнашкал чаплă парнешĕн республика тата район ертỹçисене чĕререн тав турĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Ытларах çемьери кĕçĕн ачасем хĕпĕртенĕ пулĕ, вĕсем валли выляма условисем аслăланнă, лайăхланнă халь.

-Çĕнĕ çĕрте сирĕн çемьере туслăх, юрату, телей кăна хуçаланччăр. Ывăл-хĕрĕрсем çĕршыва юрăхлă çын пулса ỹсчĕр, - тенĕ Алексей Николаевичпа Владимир Алексеевич нумай ачаллă çемьене чаплă çурт уççине панă чухне.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Валерий Чайкин, РФ Пенси фончĕн ЧР Уйрăм управляющийĕн çумĕ Валерий Николаев тата пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Дамир Сабиров, надзор ĕçĕсен пайĕн ертỹçи Владимир Михайлов, Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Григорий Куклов Чутейри вăтам шкулта, ял тăрăхĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Граждансене пенси укçипе çĕнĕлле мĕнле тивĕçтернипе, вырăнти ял хуçалăх кооперативĕн ĕçĕпе тата нумай енĕпе ыйтусем панă пухăннисем.

Харпăр хăй ыйтăвĕпе тепĕр 4 çынна йышăннă информушкăн.

"Чăвашçăкăрпродукт" УАОн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕ - "Шупашкарти элеватор" филиал директорĕ Александр Дмитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов Тушкил ял тăрăхĕн территорийĕнче калаçусем йĕркеленĕ. Вĕсем те Пĕрлехи информаци кунĕн темисене сỹтсе явнă. Пухăннисем çавăн пекех харпăр хăй ыйтăвĕсем çине хурав илнĕ.

14 сехетре ытти çынсене йышăннă Шупашкартан килнĕ представительсем.

А.ИВАНОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика