Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Перепиç ыйтăвĕсемпе - комисси ларăвĕ

15 декабря 2015 г.

Кăçалхи раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке - комисси председателĕ - ертсе пынипе Тăвай районĕнче 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ пулса иртнĕ. Пĕрремĕш ыйтупа - районта 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçне ирттерме кирлĕ хатĕрленỹ мероприятийĕсене пурнăçлассипе епле ĕçлени çинчен Чăвашстатăн районти тĕп специалист-эксперчĕ А.В.Калистратова пĕлтернĕ. Ял хуçалăх перепиçĕччен пурĕ те çур çул кăна юлнă. Çавăнпа пирĕн районта та хатĕрленỹ ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Иккĕмĕш ыйтупа хăш шутлав участокне мĕнле ялсем, пунктсем, хăш инструктор участокне мĕнле шутлав участокĕсем кĕнипе, инструктор участокĕсем ăçта вырнаçнипе Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ял хуçалăх перепиçĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уполномоченнăй Э.Н.Кучеренко каласа панă.

Э.НИКИФОРОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика