03 декабря 2015 г.
Çамрăк чухне вăй-хала, сывлăха шеллемесĕр фермăсенче, уй-хирте, строительствăра, промышленноçра, ял хуçалăхĕнче тата ытти çĕрте тăрăшса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсене, ача амăшĕсене сума суса тата вĕсен ячĕпе Çăлпуç ялĕнче те уяв иртрĕ.
Ялти культура çуртне ватăсем те, çамрăксем те чылай пуçтарăннă. Кăнтăрла иртни икĕ сехетре Тăвай шкулĕнче вĕренекен Çăлпуç ачисем аннесене хисеплесе лайăх концерт лартса пачĕç, вăл пурин кăмăлне те кайрĕ.
Концерт хыççăн пурте сĕтел хушшине ларчĕç. Ун çинче тулли апат-çимĕç, мĕн кăна çук-ши ĕçмелли-çимелли. Ку уява тăрăшсах хатĕрленнĕ. Çакăншăн уйрăмах АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Елена Михайлова, ялти культура çурчĕн директорĕ А.Михайлов тăрăшнă.
Культура çуртне пуçтарăннă аннесене Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Васильев, Анатолий Ломоносов депутат, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Елена Михайлова Анне праçникĕ ячĕпе чĕререн, ăшă кăмăлпа ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунчĕç.
Мухтава тивĕçлĕ ача амăшĕсем сĕтел хушшинче пĕр-пĕринпе шăкăлтатса калаçса ларчĕç, ырă йăла-йĕркесене малашне те манăçа кăлармасăр аталантарсах пырасчĕ терĕç. Хаваслă иртрĕ уяв. Ялти культура çурчĕн директорĕ А.Михайлов купăспа хавхалантарса пынипе юрларĕç, ташларĕç ача амăшĕсем.
Анне - мĕнешкел ачашлăх, çепĕçлĕх, юрату тапса тăрать унра. Вăл ачисемшĕн те, мăшăрĕшĕн те хаклăран та хаклă çын. Хĕрарăм пуртан çут тĕнче илемлĕ те илĕртỹллĕ, кил-çуртра тирпейлĕ те таса, чун-чĕрере те ырă шухăш-кăмăл хуçаланать.
А.ИВАНОВ.
Çăлпуç ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"