27 октября 2015 г.
Иртнĕ эрнере Тăвай ялĕнчи Федотовсем çемье пурнăçĕн чаплă юбилейне, ылтăн туйне паллă турĕç. Ачисем пуçарнипе вĕсем ăна ЗАГС уйрăмĕнче уявларĕç.
Мендельсон кĕввин сассипе, алла-аллăн тытăнса, хумханса кĕчĕ мăшăр зала. "Малашне пурнăç çулĕпе пĕрле утма, йывăрлăхпа савăнăçа пĕрле пайлама, пĕр-пĕрне юратма хатĕр-и?" - текен 50 çул каялла панă ыйтăва хуравларĕç Елена Алексеевнапа Геннадий Иванович Федотовсем. "Хатĕр", - терĕç вĕсем пĕр-пĕрин çине савăнăçлăн пăхса. Юбилейлă туйсен кĕнеки çине алă пуснă хыççăн ылтăн туйне паллă тунине çирĕплетекен свидетельство илчĕç "каччăпа хĕр", пĕр-пĕрне юратса чуп турĕç, ылтăн çĕрĕ тăхăнтартрĕç, вальс çаврăнчĕç.
... Çемье историйĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинче пуçланнă. Геннадий Иванович стройкăра платникре вăй хунă, Елена Алексеевна - штукатур-малярта. Пĕрремĕш тĕлпулу, пĕрремĕш тинкерỹ... юрату туйăмĕ çирĕпленнĕ, 1965 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар хулинче çĕнĕ çемье чăмăртаннă.
Федотовсем ĕмĕрĕпех пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннă. Геннадий Иванович "Советская Россия" колхозра тăрăшнă, тĕрлĕ наградăсем илме тивĕçлĕ пулнă. Ĕç ветеранĕ вăл. Елена Алексеевна Тăвайри тĕп больницăра сестра-хозяйкăра ĕçленĕ. Нумай çул ырă тĕслĕх кăтартнăшăн ăна та "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят панă.
Вĕсем икĕ ывăлĕпе хĕрне лайăх воспитани парса ỹстернĕ, пилĕк мăнукне пăхма пулăшать халь туслă мăшăр.
Ылтăн туйне паллă тăвакансене чи çывăх çыннисем, ачисем саламларĕç, чĕрĕ чечексен çыххисене пачĕç.
-Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, пулăшса пурăнсан ылтăн туя паллă тума та вăхăт сисĕнмесĕр çитет. Телейлĕ мăшăрлану пуррине çирĕплетекен ырă тĕслĕхсенчен пĕри пулатăр эсир, хаклă Елена Алексеевнапа Геннадий Иванович. Тата нумай çул пурăнăр, пире çамрăксене лайăххипе кăна савăнтарăр", - терĕ ЗАГС уйрăмĕн специалисчĕ Е.Николаева, чечексемпе парне пачĕ.
"Анне - çемье ăшши, атте - çемье хỹтлĕхĕ, теççĕ. Чăнах та ачасен пуласлăхĕ арçынтан нумай килет. Кил пуçĕ вăйлă, ырă та таса кăмăл-сипетлĕ, çирĕп пулнине, çемье ырлăхĕшĕн тăрăшнине мĕн çиттĕр. Анне хăтлăхшăн, илемшĕн, тирпейлĕхшĕн тимлет. Вутăш пек вăл, пур ĕçе те ĕлкĕрет: ал ĕç тума та, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те, мăшăрне кил хуçалăхра пулăшма та, мăнукĕсене пăхма та. Чи пахи - аттепе анне хушшинчи ăш пиллĕх",- пĕлтерчĕç Федотовсен ачисем юбилярсем пирки.
Мăшăр ЗАГС уйрăмĕнче ĕçлекенсене уявшăн тав турĕ, юлашкинчен пурте пĕрле сăн ỹкерттерчĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"