26 октября 2015 г.
Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ тата ăслăлăх министерстви 2014-2015 вĕренỹ çулĕнчи çĕршыври чи лайăх шкулсене палăртнă.
Чăваш Енри шкулсем те вĕсен йышне кĕреççĕ. Федераци шайĕнчи экспертсен пысăк хакне тивĕçнисен шутĕнче республикăри хуларисем кăна мар, ял шкулĕсем те нумайлансах пыраççĕ. Çакă, паллах, юлашки çулсенче республика правительстви те, Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев та социаллă ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрнипе, çавна май вĕрентỹ тытăмĕ ăнăçлă аталанса пынипе çыхăннă. Ачасене пахалăхлă вĕренỹпе тивĕçтерес тĕллевпе çывăх çулсенче республика территорийĕнче 30 çĕнĕ шкул тума планланă.
Çĕршыври чи лайăх 500 шкул йышне Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи 9 вĕренỹ учрежденийĕ кĕнĕ, çав шутран 7-шĕ - Шупашкар хулинчен. Çĕршыври чи лайăх 200 ял шкулĕсен ретĕнче - Чăваш Енри 11 шкул. Çавна май Тăвай енре пурăнакансен те мăнаçланма сăлтав пур. Тăвайри вăтам шкул шăпах çав 200 шкул йышĕнче. Рейтингĕпе вара вăл çав 11 вĕрентỹ учреждени хушшинче 3-мĕш тăрать.
Çак кунсенче шкул директорĕпе Вера Михайловна Кирилловапа тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ. Пысăк çитĕнỹпе саламланă май, шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕм, коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе интереслентĕм.
-Ырă хыпара коллектив хавас кăмăл-туйăмпа йышăнчĕ. Паллах, çак çитĕнỹ кашнин тăрăшулăхĕпе пуçарулăхĕн хаклавĕ.
Шкулăн пурлăхпа техника бази çуллен пуянланса пырать. Тăвай шкулĕ 2004 çултанпах ресурс центрĕ шутланать. Кунта хамăр шкулти тата районти ачасене пĕлỹ илме, аталанма мĕнпур услови пур. Вĕрентекенсем ачасене тарăн пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парассипе вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеççĕ, ăсталăх шайне çуллен ỹстерсе пыраççĕ, ахальтен мар Раççей шайĕнчи грантсене, ытти наградăсене тивĕçеççĕ. Вĕренекенсем спортра, предмет олимпиадисенче, пултарулăх конкурĕсенче республикăра, Раççейре палăрнă тĕслĕхсем сахал мар. Кадет класĕн çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. Çак кунсенче кадетсем Çĕмĕрле хулинче иртнĕ зонăри смотр-конкурсрахăйсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. 2014 çулта шкула "Çарпа патриотла воспитани парассипе ăнăçлă ĕçленĕшĕн" хисеплĕ паллăпа чысланă. Кăçал вырăс чĕлхипе литература учителĕсем çамрăксене патриотла воспитани парассипе хатĕрленĕ прогаммăпа республикăра мала тухса Атăлçи федераллă округри конкурса хутшăнчĕç. Кунта та Чăваш Ен чысне ăнăçлă хỹтĕлесе пĕрремĕш пулчĕç.
Шкулта 621 ача вĕренет. 79-шĕ кăçал пуçласа парта хушшине ларчĕ. Палăртма кăмăллă, ачасен йышĕ ỹссе пырать. Юлашки икĕ çулта 4 çамрăк учитель килчĕ, вĕсем пурте - Тăвай тăрăхĕнчен. Кăçалхи вĕренỹ çулне республикăра технологи çулĕ тесе йышăнчĕç. Çак предметпа пĕлỹ пухас енĕпе опыт та, пурлăх никĕсĕ те пысăк пирĕн.
Шкулта профориентаци енĕпе ăнăçлă тытăм туса хунă. Инженерипе техника, социаллă тата экономика, химипе биологи профилĕсемпе ĕçлетпĕр. Акă, кăçал 32 çамрăк алла аттестат илчĕ. Инженерипе техника ушкăнĕнче вĕреннисенчен 73 проценчĕ техника специальноçĕпе аслă шкулсене кĕнĕ. Биологи-хими енĕпе тарăннăн пĕлỹ илнисем те хăйсем суйланă çул-йĕрпе ăнăçлă утасса шанас килет. 78 процентран 56-шĕ хăйсен кун-çулне врач профессийĕпе çыхăнтарнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев август уйăхĕнче шкулпа паллашса пирĕн ĕç-хĕле пысăк хак пани те коллектива малашнехи ĕçре хавхалантарса пырать.
Ачасене шкулта паха пĕлỹ парасси - патшалăхăн приоритетлă тĕллевĕ. Шкул, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ пĕрле ĕçлесен кăна ырă çимĕç курăмлă пулĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"