13 октября 2015 г.
2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче пуçланса августăн 15-мĕшĕнче вĕçленекен Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне хатĕрленес тата ăнăçлă ирттерес тĕллевпе йĕркеленĕ районти комиссин иккĕмĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна комиссин председателĕн çумĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.Чайкин ертсе пынă.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - район администрацийĕн пуçлăхĕн 2015 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче "Тăвай районĕнче 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне ирттерме хатĕрленесси çинчен" йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн тунă ĕçсемпе çырав енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Э.Кучеренко паллаштарнă.
Ял аталанăвĕн малашлăхне палăртма пулăшакан Раççей шайĕнчи çырав ялта кăна мар, хулара та, ун тăрăхĕсенче те иртет. Вăл ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансене пурне те - çырав объекчĕсен шутне кĕртнĕ уйрăм хушма хуçалăхран, дача, сад, пахча юлташлăхĕсенчен пуçласа ялхуçалăх организацийĕсем таранах пырса тивет. Хальхи вăхăтра пирĕн районти хресчен фермер хуçалăхĕсемпе уйрăм хушма хуçалăхсен, граждансен ытти уйрăм хуçалăхĕсен, ял тăрăхĕсенчи граждансен коммерциллĕ мар пĕрлĕхĕсен списокĕсене хатĕрлесе çитернĕ.
Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттермелли тапхăрсенчен пĕри - регистраторсен ĕçĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçне кăçалхи сентябрь уйăхĕнче пурнăçланă.
Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хутшăннипе пурнăçланă ытти ĕç-хĕл çинчен В.Чайкин, В.Николаева (Тăрмăш), М.Васильев (Çĕнĕ Пуянкасси) тата ыттисем те чарăнса тăнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"