07 октября 2015 г.
Кашни çулах кĕрхи кунсем çитсен юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче ватă çынсен кунне уявласси йăлана кĕчĕ Çăлпуç ялĕнче. Çамрăк чухне вăй-хала, сывлăха шеллемесĕр пĕрлешỹллĕ хуçалăхра, фермăсенче е уй-хирте, промышленноçпа строительство предприятийĕсенче е фабрикăсемпе заводсенче чуна парса, тăрăшса ĕçлесе пенсие тухнă ватăсене сума суса, чысласа-хисеплесе çак кунсенче вĕсен ячĕпе Çăлпуç ялĕнче Ватăсен кунне уявларăмăр. Ялти культура çуртне аслă ăрури ватă çынсем палăртнă вăхăта пуçтарăнчĕç. Килтен тухса çỹреймен ватăсем те чылай. Вĕсем, паллах, пирĕнпе пĕрле пулаймарĕç. Мĕн тăвăн, ĕмĕр тăршшĕпех пĕрешкел вăй-халлă пулаймăпăр, çулсем иртсе пынăçемĕн ватăлатпăр. Аслă ăрури çынсен сывлăхĕсем çулран çул чакса-хавшасах пыраççĕ. Юрать-ха, патшалăх ватăсене кашни уйăхра вăхăтра пенси парать. Ытти çăмăллăхсем те çук мар. Укçа пулсан хальхи саманара та санаторисене е курортсене кайса сипленме май пур.
Сĕтел хушшинче ăшă кăмăллă калаçу пычĕ. Çĕр çинче пурăннă чухне кашни çыннăн яланах ял-йышпа, ратне-тăвансемпе ĕçре, пурнăçра е хăнара пĕрле пулмалла. Унсăрăн чун-чĕресем пĕр-пĕринчен сивĕнсе пырĕç, пĕр-пĕрне шутлами, хисеплеми пулăпăр. Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе культура çуртне пуçтарăннă ватăсене Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Юлия Королева, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин, асăннă пайăн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Михайлова праçнике пынă ватăсене пурне те канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Нумай кирлĕ-и ватăсене савăнтарма? Çакнашкал чыс-хисеп туни те темрен хаклă вĕсемшĕн. Хаваслă иртрĕ уяв. Ялти культура çурчĕн директорĕ А.Михайлов купăспа хавхалантарса пынипе юрларĕç, ташларĕç ватăсем, сĕтел хушшинче шăкăлтатса калаçса ларчĕç, ырă йăла-йĕркесене малашне те манăçа кăлармасăр аталантарсах пырасчĕ терĕç.
А.ИВАНОВ, староста. Çăлпуç ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"