05 октября 2015 г.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕршывра кĕрхи призыв пуçланчĕ. РФ Конституцийĕн 59 статйинче Тăван çĕршыва хỹтĕлесси Раççей гражданинĕн тивĕçĕ пулнине палăртнă. Анчах хăшĕсем çар ретне тăрассинчен пăрăнса çỹреççĕ. Раççей Федерацийĕн УКĕн 328 статйин 1 пайĕпе призывран пăрăнакансене 200 пин тенкĕ таран штраф, 2 çул ирĕклĕхсĕр хăварса явап тыттараççĕ.
2014 çулта Канашри следстви пайĕ салтака каяссинчен тарса çỹрекенсем тĕлĕшпе 6 уголовлă ĕç пуçарнă. Юлашки виçĕ çул хушшинче вара 19 çамрăка çỹлерех асăннă статьяпа айăпланă.
Кăçалхи çак тапхăрта 2 ĕç №2014 çулта 5 ĕç№ пуçарнă. Пĕлтĕр 6 ĕçе №2013 тата 2012 çулсенче те çавăн чухлех№, кăçалхи çав тапхăрта 1 №2014 çулта _ 4№ уголовлă ĕçе судсене ярса панă.
Иртнĕ çулта çар службинчен пăрăнса юлнисенчен уголовлă майпа явап тыттарнисен 62) яхăн хула çамрăкĕсем шутланаççĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен юрăхлă яшсем, çар комиссариатне повестка пырса илес вырăнне, урăх регионсене ĕçлеме тухса каяççĕ.
Салтака каяссинчен пăрăннисене, пĕтĕмĕшле илсен, штрафсем панă. Акă, Канаш хулинчи 20 çулхи çамрăка 50 пин тенкĕ штрафланă. Вăл 7 хутчен алă пусса повестка илнĕ пулсан та, çар ретне тăрассипе çыхăннă пĕр мероприятине те пыман. Ун пекки Йĕпреç районĕнче те пур. 23 çулхи каччă çар комиссариатне пырас вырăнне Мускава пурăнма тухса кайнă, банка ĕçе вырнаçнă, служба тивĕçĕнчен пăрăнас шутпа çар учетне тăман. Кадрсен пайне виçĕ хутчен повестка ярса панă пулсан та, вăл документсене илме килĕшмен. Çакнашкал тĕслĕхсем призывниксене уголовлă майпа явап тыттарассинчен хăтармаççĕ. Енчен те штраф тỹлемесен, ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
А.КСЕНОФОНТОВ, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕн ертỹçин çумĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"