25 сентября 2015 г.
Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Пĕрлехи Пухăвĕ 1981 çулта сентябрь уйăхĕн виççĕмĕш ытларикунĕнче Пĕтĕм тĕнчери мир кунне паллă тума йышăннă. Ăна 1982 çулта ирттерме пуçланă. 2001 çултанпа вара асăннă мероприятие сентябрĕн 21-мĕшĕнче йĕркелеççĕ. Çавăн чухне тĕнчери этеме хĕсĕрленине хирĕçлеççĕ, вутлă хĕç-пăшалпа пеме пăрахаççĕ. Çынсене хăйсен хăтланăвĕ пирки шухăшлаттарать, пирĕнтен кашнине миршĕн мĕн те пулин лайăххи тума хавхалантарать ку мероприяти.
Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем те миршĕн тăрăшакансен ретне тăчĕç сентябрĕн 21-мĕшĕнче. 12 сехет çитеспе хăйсем пĕлỹ пухакан çуртăн картишне пухăнчĕç вĕсем.
Кăçал Волгоград хулинче пиллĕкĕмĕш номерлĕ лицейре вĕренекенсем Сталинград хули çывăхĕнче Çĕнтерỹ тунăранпа çитмĕл çул çитнине уявланă кунсенче, сентябрĕн 21-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери мир кунне палăртассине йăлана кĕртме чĕнсе каланă. Шăп çак кун 12 сехетре, вăрçăсенче вилнисене асăнса, пĕтĕм тĕнчери мирпе кăмăллă пулнине палăртса, пирĕн пурнăçра телейпе савăнăç хуçаланнине çирĕплетсе, шăнкăравсемпе шăнкăртаттарма сĕннĕ. Тăвайри вăтам шкулта пĕлỹ пухакансемпе ĕçлекенсем ку пуçарăва ырланă, "Мир, асăну, савăнăç янравĕ" акцие хаваспах хутшăннă.
-Чансен янравĕ - тĕнчери çынсене, пĕтĕм çĕршывсен гражданĕсене килĕшỹлĕхре пурăнма чĕнсе калани. Пирĕн пурин те пĕр-пĕрне яланах ăнланмалла, пулăшмалла, туслă пулмалла,- тенĕ шкул директорĕ Вера Михайловна Кириллова савăнăçлă линейкăна уçса.
Вĕренекенсен аллисенче пĕчĕк шăнкăравсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи çĕнтерỹшĕн çапăçса пуçне хунă, ачисемпе мăнукĕсем мирлĕ пурнăçра ỹсчĕр тесе тăрăшнă аслашшĕпе кукашшĕсен, аслă аслашшĕпе аслă кукашшĕсен портречĕсем. Акă, вун икĕ сехет çитрĕ. Таврара пĕр хушă шăнкăрав сасси кăна илтĕнсе тăчĕ. Тĕнчери мире упрама хутшăнчĕç çапла Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем, килĕшỹлĕхшĕн сасăларĕç.
Раççей Федерацийĕн Гимнĕ янăрарĕ кĕçех. "Звонят, звонят колокола" ятлă вырăсла юрăпа паллаштарчĕ вуннăмĕш класри Анастасия Петрова. Виççĕмĕшсен "Мир кăвакарчăнĕсем" композицийĕ пурне те килĕшрĕ. Шурă кĕпе тăхăннă хĕрачасемпе арçын ачасем ташланă чухне пĕлĕтелле вĕçсе хăпарма хатĕрленнĕ кăвакарчăнсене аса илтерчĕç чăнах. Вăрçăра вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, юлашкинчен шурă шарсемпе кăвакарчăн кĕлеткисене сăнарланă ỹкерчĕксене вĕçтерсе ячĕç.
"Малашне çулленех, сентябрĕн 21-мĕшĕнче пирĕн планетăн кашни кĕтесĕнче асăну, мир, савăнăç сасси, шăнкăравсен сасси янăратăр. Тĕнчери вĕренекенсене кăна мар, аслисене те пирĕн пуçарăва ырласа йышăнма сĕнетпĕр эпир",_терĕç Пĕтĕм тĕнчери мир кунне хутшăннă Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"