15 сентября 2015 г.
Пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерсе, унăн пăрăнчăкĕсенчен ăнăçлă иртсе 100 çула çитекенсенчен телейлĕ-реххи çук пулĕ. Пĕр ĕмĕр хушши çутă тĕнче куракансем нумайăнах мар паллах. "Ял ĕçченĕ" хаçатра 30 çул вăй хунă май районти 100 çулхи виçĕ кинемейпе калаçма тỹр килнĕ мана. Шел, вĕсем халь пирĕн хушăра çук та пулĕ ĕнтĕ.
Тăвай ялĕнчи Ленин урамĕнчи 102-мĕш çуртра пурăнакан Екатерина Федоровна Кузьмина юлашки тапхăрта 100 çула çитнĕ тăваттăмĕш çын пулчĕ. Çакнашкал нумай пурăнакансен йышĕнче арçынсем çук. Сумлă юбилейне Кĕтерук аппа ывăл-хĕрĕпе, кỹршисемпе, тăванĕсемпе пĕрле иртнĕ канмалли кун турĕ.
...Сăхăтпуç ялĕнчи нумай ачаллă çемьере çутă тĕнчене килнĕ вăл, тăваттăмĕш пепке пулнă. Ачалăхĕ çăмăл иртмен унăн, икĕ класс пĕтерме май килнĕ чиперука.
Пĕве кĕрсен ăна район центрĕн йăрă каччи, Кузьма куç хывнă. 1936 çулта çĕнĕ çемье çавăрнă вĕсем. 1938 çулта хĕр çуралнă Кузьминсен.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, 1941 çулта Кузьма Кузьмич та ыттисем пекех салтак атти тăхăннă. Вăл тухса кайсан тепĕр уйăхранах çемье йышлăланнă, ывăл кун çути курнă. Юрий ят панă ăна. Шел, ашшĕ курайман пепкине, вăрçă хирĕнче пуçне хунă.
Екатерина Федоровнан черченкĕ хулпуççийĕ çине пĕтĕм йывăрлăх тиеннĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ çителĕклĕ пурнăçпа пурăнччăр тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунă хĕрарăм. Фермăра ĕне сунă, колхозра вăй хунă тата ытти те.
-Ачасене ура çине тăратма, çемьелентерме Турă пулăшса пычĕ. Тавах ăна, мана 100 çула çитичченех пурăнтарнăшăн, - тет халь Кĕтерук аппа.
Ырă чунлăскерĕн сăн-пичĕ çутă, тепĕр хут çамрăкланнăн курăнать. Кинĕ, Алевтина Гурьевна, аван пăхать эппин хунямăшне, юратать. Унпа тĕл пулма май килмерĕ, таçта тухнăччĕ вăл.
Виçĕ çул каялла сулахай пĕççинчи шăммине хуçнă хыççăн ултă уйăх вырăнпах выртнă кинемей. Халь вăл тăрса ларать, ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем парать. "Хăлха кăна мăкалчĕ, ыратнине туймастăп, "Ял ĕçченĕ" тата ытти хаçатсене куçлăхпа вулатăп, - калаçăвне малалла тăсрĕ ăшă кулăллă ватă.
Эпир пыриччен пĕр кун маларах кăна ăна Раççей Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн саламне парса хавхалантарнă район администрацийĕнчен килсе. Социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Л.Аввакумовапа халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ А.Степанов пулнă хăнара, юбиляра çавăн пекех парне те панă.
Журналиста та хаваслă кĕтсе илчĕ Екатерина Федоровна Кузьмина.
-Нумай çул пурăнас тесен çанă тавăрса ĕçлемелле. Тарăхма, вĕчĕрхенме, кĕвĕçме юрамасть, эрех ĕçмелле мар, çынсене яланах ырă сунмалла, - çапла хурав пачĕ кинемей 100 çула епле çитмелле тесе ыйтсан.
Тăватă мăнук пур халь Кĕтерук аппан, вĕсен ачисем виççĕн.
Çĕр çулхи ватăпа калаçнă хыççăн вăй-хал кĕнĕн туйăнчĕ. Çирĕп сывлăх сунса сывпуллашрăм Екатерина Федоровнапа. Унăн Вальăпа Светлана мăнукĕсем картишне тухсах ăсатрĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"