08 сентября 2015 г.
Кашни ачан хăйĕн пултарулăхĕ: кам ỹкерме, кам ташлама, кам сăвă калама-çырма ăста.
"Эпĕ - талантлă!" чĕнỹпе Тăвайри "Асамат кĕперĕ" шкул çулне çитмен учрежденире уяв иртрĕ пĕлỹ кунĕнче.
Ача сачĕн заведующийĕ Л.Ю.Григорьева, Н.В.Волкова воспитательница ăшă сăмахсемпе саламларĕç кунта ĕçлекенсене, ачасене, ашшĕ-амăшне.
Шăпăрлансем хăйсен хастарлăхне кăтартма васкарĕç: сăвăсем вуларĕç, ỹкерчĕкĕсемпе паллаштарчĕç. Аслисен ăсталăхĕ те вĕсене хавхалантарчĕ. Кунта садике çỹренĕ, халĕ 3 класра вĕренекен Р.Фоминăн тĕпчев ĕçĕсемпе уйрăмах кăсăкланчĕç. Роман хăй те хăнана килнĕ. Вăл пĕрре çеç мар районта, республикăра малти вырăна тухнă ĕçĕсемпе. Ачасем ăна вĕренỹре пысăк çитĕнỹсем сунчĕç, ăшшăн алă çупса ăсатрĕç.
Уявра тĕрлĕ ăс-тăн вăййисем, конкурссем пулчĕç. Кашниех хăйĕн пĕлĕвне, хастарлăхне кăтартма тăрăшрĕ.