08 сентября 2015 г.
Тăвайри ача-пăча библиотекинче "Çут çанталăкăн илемлĕ асамлăхĕ" ятлă чечексен уявне йĕркелерĕç. "Çăл куç" экологи клубне çỹрекенсем библиотекарьсемпе пĕрле курав хатĕрлерĕç. Пурĕ 25 тĕрлĕ композици пулчĕ унта. Ачасем чечексен кашни çыххи хăйне евĕрлĕ илĕртỹллĕ курăнтăр тесе тăрăшрĕç. Библиотекăри вулав залне вырнаçтарчĕç вĕсене, çапла пỹлĕм чечексен уçланкине аса илтерме пуçларĕ.
"Чечексен асамлă тĕнчи" ятлă кĕнекесен куравĕ те ĕçлерĕ.
Ачасем викторинăсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, сăвăсем вуларĕç, тупмалли юмахсене тупрĕç. "Садри чечексене чи лайăх пĕлекен", "Хăвăн чечек çыххине пух" конкурссенче те ырă тĕслĕх кăтартрĕç вĕсем.