Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аккондçăсем хĕрỹ ĕçре

31 июля 2015 г.

Кам акара маттур, çавах вырмара та пуçаруллă. Районти комисси "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăн çурхи культурăсен калчисене пысăк хак панăччĕ, ял хуçалăх организацийĕсем хушшинче малти вырăна йышăннăшăн кăçалхи акатуйра пĕрремĕш номерлĕ дипломпа чысланăччĕ.

Акă уйри пурлăха пухса кĕртмелли вăхăт та çитрĕ. Аккондçăсем яланхи пекех хатĕр. Малтан, июлĕн 28-мĕшĕнче, Чỹкырми ялĕ çывăхĕнчи кĕр тырри пуссинчен тытăннă çĕнĕ тухăçа пухса кĕртме. Юнкун вĕсем Амалăх ялĕ çывăхĕнче вăй хуратчĕç. Кĕрхи тулă пуссинче виçĕ "Дон-1500" комбайн тырă çапса тĕшĕлет. Тĕрĕсрех каласан, пĕри ваннăччĕ, ĕçе вĕçлесе пырас умĕн çеç тăчĕ каçалăк умне. Ăна валли ятарласа запас пайсем кайса илнĕ терĕç Шупашкара.

Анчах ĕç ỹсĕннĕ. ГЛОНАСС системипе çыхăннă приборсем çак кун 60 гектар тырă çапса илнине кăтартса панă. Унашкал хатĕре - паралельлĕ вождени системине - А.Н. Михайлов тĕп агроном çỹрекен çăмăл машина çине вырнаçтарнă. Вăхăт каç пулса пырас енне сулăннăччĕ ĕнтĕ, çиччĕ иртнĕ. Анчах тĕп агроном та, предприяти директорĕ Вячеслав Павлович Иванов та тырă пуссинче ĕçлекенсемпе пĕрлеччĕ. Ертỹçĕсем те пĕрле пулни уйра ĕçлекенсене хавхалантарни сисĕнет. Тухăçшăн пурте тăрăшаççĕ-çке. Вячеслав Павлович, сăмахран, уйра камсем вăй хунипе хапăлах паллаштарчĕ. Малтанах "уй-хир карапĕсен" экипажĕсене асăнчĕ. Вĕсем - Андрей Анатольевич Александровпа Борис Алексеевич Ильин, Александр Николаевич Суркинпа Владимир Александрович Васильев тата Евгений Викентьевич Музяковпа Владимир Николаевич Ерасов. Вĕсем "Дон-1500" комбайнсемпе çапса илнĕ сап-сарă тырра Николай Владимирович Михайлов, Валерий Иванович Смирнов тата Валерий Алексеевич Михайлов водительсем автомашинăсемпе Амалăхри йĕтеме турттарса тăраççĕ. Тырă упранмалăхах типĕ. Чăн та, каçпа саккăрсем патнелле кăштах чĕрĕлме тытăнчĕ вăл. Çавăнпа çак кунлăха çапса тĕшĕлеме чарăнчĕç вырма агрегачĕсем.

-Пĕр гектар вăтамран 20 центнертан кая мар тухăç парать хальлĕхе, - терĕ В. Иванов директор. Кĕр тыррисем Амалăх уйĕнче кăна 160 гектар пулнине каларĕ.

Тырра витнĕ йĕтемре сортласа типтерлеççĕ. Ирина Федоровна Павлова виçевçĕ каланă тăрăх, сортировкăсене Георгий Витальевич Ивановпа Аркадий Геннадьевич Павлов машиноведсем ĕçлеттереççĕ. Сортлакансем улттăн.

Нумай çул ỹсекен курăксемпе пĕр çул ỹсекен курăксене те вăрлăхлăх уйăрнине шутласан, пурĕ 1500 яхăн гектар çинчен çапса илмелле аккондçăсен.

Кĕр тыррисем хыççăн урпа çине ỹкĕç. Ытларах иртерех пулса çитекен Тандем сорт акнă.

Выльăх апачĕ хатĕрленĕ пирки те ыйтрăм директорпа тĕп агрономран.

-Выльăх апачĕ хĕл каçма çителĕклĕ пулать, - шанчăкпа каларĕ Вячеслав Павлович. Нумай çул ỹсекен курăксем иккĕмĕш хутĕнче те лайăх çитĕннĕ. Утă халех ĕнтĕ планланинчен ытларах та хатĕрлесе хунă. Сенаж виççĕмĕш траншея тултараççĕ. Ăна икĕ йывăр тракторпа пусăрăнтараççĕ. Курăксенчен малалла апат хатĕрлеççĕ. 250 гектар çинче силослăх кукуруза хỹхĕм çитĕнет. Мĕнпур апата малта пыракан технологие пăхăнса хатĕрлеме тата упраса усрама тăрăшаççĕ. Утă рулонĕсене пленкăпа витни те çавна çирĕплетет. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте Георгий Николаевич Григорьев, Юрий Алексеевич Яковлев, Андрей Николаевич Михайлов тата ыттисем те пултаруллă, хастар ĕçленине палăртрĕç.

Ĕçченсен тăрăшулăхĕпе тата пуçарулăхĕпе ỹсĕнет пĕрлехи ĕç _ вырма та, выльăх апачĕ хатĕрлесси те.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика