23 июня 2015 г.
Тăван шкулăм, асран кайми вĕрентекенсем... Çур ĕмĕр ытла иртрĕ ĕнтĕ эпир Тăвайри вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпа. Сăртра инçетренех курăнса ларакан икĕ хутлă шкул çурчĕ те тахçанах çук, хамăра аллăмĕш-утмăлмĕш çулсенче вĕрентнисенчен те никамах та юлман. Пĕр класра вĕреннисен йышĕ те катăлсах пырать. Мĕн тăвас тетĕн, пурнăç йĕрки: пĕрисем - каяççĕ, теприсем - килеççĕ. Поэт калашле: "Чун вырăнне татах чун хушăнать, йăлтах илсе каймастпăр тĕнчене..." Çынпа пĕрле астăвăм та пурăнать. Атте-анне хамăршăн мĕнле хаклă, вĕрентекенсен сăнарĕсем те пирĕншĕн çавах. Шкулта вĕреннĕ çулсенчи кашни самант асра, йăлт куç умĕнче пек туйăнать.
Кашни ăрăвăн хăйĕн вĕрентекенĕсем пулнă ĕнтĕ. Кашни ачан - хăйĕн юратнă учителĕ. Ку ĕнтĕ ача чухне... Мĕнпе çывăх пулнă-ши вĕсем лара-тăра пĕлмен шăпăрлансене? Тен, чунри илеме ыттисене пама, пĕчĕкскерсен чунне ăнланма пĕлнипе, пуласлăха курса вĕсене хисепленипе? Кайран, нумай çул иртсен тин, эпир пур вĕрентекен те чунне ачасемшĕн пама хатĕр пулнине, вĕсемшĕн тăрăшнине ăнланса илетпĕр, хамăра вĕрентекенсене тата ытларах хисеплеме тытăнатпăр, кашни аса илмессерен вĕсем пирки тав туйăмĕ капланса çĕкленет.
Утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче ачасем уйрăмах вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен О.В.Пятницкаяпа А.М.Журавлевана, К.Н.Николаева математика, А.С.Семенов физика, М.П.Козлова химике, А.А.Волкова историкпе машина-трактор вĕрентекен В.К.Михайлова, В.И.Иванов физрука килĕштеретчĕç. Аслă классенче маншăн нимĕç чĕлхине вĕрентекен К.А.Савиновапа вырăс чĕлхине вĕрентекен Г.А.Ильин тата А.А.Волкова историк çывăхчĕ. Тен, предмечĕсене юратнăран вĕрентекенĕсем те килĕшнĕ. Шел, иртнĕ кĕркунне виççĕшĕ те çĕре кĕчĕç. Гуманитари предмечĕсем патне ытларах туртăннă пулин те М.Л.Леонтьев физикпа И. П.Павлов математика чунтан хисеплеттĕм. В.И.Иванов физрук та маншăн çав тери кăмăлçах çынччĕ. Вĕсем виççĕшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă.
Михаил Леонтьевич Улянкă ялĕнченччĕ. Вăл 1910 çулта çуралнă. Физикăпа çĕнĕ темăна ăнлантарнă хыççăн вĕçĕм задачăсем шутлаттаратчĕ. Кам маларах шутланине кура симĕс хуплашкаллă блокнотне пирĕн хушаматсем тĕлне пăнчăсем лартса пыратчĕ. Темиçе урок иртсен çав пăнчăсем журналти отметкăна куçатчĕç.
Михаил Леонтьевич Леонтьев колхоз çамрăкĕсен Шăхасанти шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи çĕр йĕркелỹ техникумĕнче пĕлỹ илнĕ. Ун хыççăн Одессăри механикăпа техника тата Хусанти авиаци институчĕсене вĕренме кĕнĕ, анчах сывлăха пула икĕ хутĕнче те пăрахма тивнĕ. Сывлăхĕ майлашсан вăл ачасене вĕрентес ĕçе пуçăнать. Нимĕç фашисчĕсем Тăван çĕршыв çине тапăнса кĕрсен вĕрентекене çар службине илеççĕ. Саранска çар училищине вĕренме яраççĕ. Çур çултан вăл лейтенант пулса Сталинград фронтне лекет, стрелковăй взвода ертсе пырать. Вăл хăйĕн взвочĕпе Дон, Центральнăй, Пĕрремĕш Украина фрончĕсен йышĕнче çапăçнă. 1943 çул вĕçĕнче аманнă хыççăн 4 уйăх госпитальте сипленет, сывлăх тĕлĕшĕнчен чарак пуррипе ăна демобилизацилеççĕ. 26 çул вăл Тăвайри вăтам шкулта физикăпа черчени вĕрентет, завуч, шкул директорĕ пулать. Фронтра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн" медальсемпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă. Мирлĕ вăхăтра вăл "Ĕçри хастарлăхшăн" медале, Чăваш АССР шкулĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ята тивĕçнĕ. 1946-1947 вĕренỹ çулĕсенчи çитĕнỹсемшĕн Михаил Леонтьевича РСФСР çут ĕç министрĕ приказпах тав тунă. Хăйĕнчен те, вĕренекенсенчен те çирĕп ыйтакан, çав вăхăтрах лару-тăрăва тĕрĕс хаклама пĕлекен çынччĕ вăл. Ачасем ăна тĕрĕслĕхшĕн хисеплетчĕç.
Физкультурăпа Василий Иванович Иванов вĕрентетчĕ. Вăл 1924 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче Тăвай ялĕнче çуралнă. Ывăлĕ 2 çул тултаричченех йывăр чире пула ашшĕ - Иван Арсентьев - çĕре кĕнĕ. Амăшĕ - Евгения Степановна - каярах тепре качча тухнă, ку хутĕнче Сăрнай Михалине. 1942 çулхи июньте Василий Иванов Тăвайри вăтам шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухнă. Çакна 804-мĕш номерлĕ аттестат та çирĕплетет. Вун çиччĕри каччăна çывăх вăхăтра мĕн кĕтни паллă. Тăван çĕршыв вилĕмле хăрушлăхра пурăннă. Пур çĕрте те хаяр вăрçă паллисем. Тен, çавăнпах каччă Владимирти çар училищине кайса кĕрет. 3 уйăхченех курсантсене присяга партараççĕ. Васкавлăн вĕрентнĕ хыççăн 1943 çулхи мартра çамрăк лейтенантсене фронта ăсатаççĕ. Василий Иванов миномет взвочĕн командирĕ пулать. Вăл Калинин фронтĕнче 19-мĕш гварди дивизионĕн 61-мĕш гварди полкĕн йышĕнче çапăçать. 1943 çулхи июньте пĕр тỹпемшĕн пынă çапăçура Василий Иванова ураран йывăр амантаççĕ. Темиçе уйăх госпитальте сипленнĕ хыççăн тепĕр хут строя тăрать. Часах ăна пĕрремĕш Прибалтика фронтне куçараççĕ. Вăл 306-мĕш стрелковăй дивизин 935-мĕш стрелковăй полкĕнче миномет взводне ертсе пырать. 1944 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Витебск облаçĕнчи Шумилино станцийĕ çывăхĕнчи çапăçура каллех йывăр аманать. Госпиталь хыççăн ăна пĕр вăхăт резерври çара куçараççĕ. Служба уншăн 1946 çулхи декабрь вĕçĕчченех тăсăлать. Гварди лейтенанчĕ В.Иванов хăюлăхпа паттăрлăхшăн тĕрлĕ медальсене, 1965 çулхи май уйăхĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тивĕçнĕ.
Вăрçă хыççăн тăван тăрăха таврăнсан вăл Етĕрнери тата Саранскри педагогика училищисенче вĕреннĕ, Тăвайри вăтам шкулта физкультура учителĕнче тăрăшнă. 50-60-мĕш çулсенче Тăвай шкулĕнче çăмăл атлетика, гимнастика, йĕлтĕр спорчĕ, пĕчĕк калибрлă пăшалтан пересси, шашка-шахмат вăййисем япăх мар аталаннăччĕ. В.Матвеева, Г.Христофорова, Г.Кузьмина, Г.Федорова, Л.Иванова вĕренекенсем гимнастикăра, А.Никитинпа Г.Егоров (иккĕшĕ те Улянкăран), Г.Семеновпа В.Сорокин (Çăлпуç), В.Уськин (Йăнтăрчă) йĕлтĕр спортĕнче шкул мухтавĕ шутланатчĕç. 15-30 километрлă дистанцисенче тупăшатчĕç аслă классенче вĕренекенсем. А.Никитинпа Г.Егоров каярах иккĕшĕ те спорт мастерĕсем ята тивĕçнĕ. Геннадий Егорович Кемĕрти медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă, медицина ăслăлăхĕн кандидачĕ. Нумай çул ĕнтĕ Новокузнецк хулинче сиплекен физкультура диспансерĕн тĕп врачĕнче ĕçлет. А.Пимулин, Н.Турхан нумай енлĕ кĕрешỹçĕ-атлетсемччĕ. Çăлпуç çамрăкĕсем В.Алексеев, Ю.Семенов та вăйлă йĕлтĕрçĕсемччĕ. Нумай-нумай çамрăка физкультурăпа, спортпа туслă пулма хăнăхтарнă Василий Иванович. Çиелтен пăхма çирĕп ыйтакан пек курăнатчĕ хăй. Тепĕр чух ашкăнса каякансене хăтăрса та илетчĕ, анчах çавăнтах йăл кулатчĕ те ним пулман пек калаçатчĕ. Физкультурăран хăтарнă пулсан та пĕрех турник çинче туртăнма, пăшал пеме çỹреттĕм. Авăн уйăхĕнче колхозсене пулăшма илсе каятчĕç. Операци хыççăн кансĕртерехчĕ пĕшкĕнсе ĕçлеме. Василий Иванович, ĕçе пĕтĕмĕшле йĕркелесе пыракан пулнă май, мана ăнланатчĕ те стена хаçачĕ кăларттаратчĕ, пушансан ĕçлекенсем валли çĕр улми пĕçерекенсем патне яратчĕ. Чи ырă аса илỹсем юлнă манра ун пирки. Шел, ĕмĕрĕ кĕске килчĕ унăн, 50 çула çитичченех çĕре кĕрсе выртрĕ. Мăшăрĕпе, Людмила Ивановнăпа (вăл та вăрçă участникĕ) 3 ача пăхса çитĕнтерчĕç вĕсем.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Тăвайри вăтам шкулта ĕçленисенчен сахалтан та вăтăр çын хутшăннă. Эпир вĕреннĕ вăхăтра Вăрманхĕрринчен В.Иванов химикпе П.Игнатьев географ (Лачкасси), Тăвайран И.Семеновпа И.Павлов математиксем, И.Турхан (чăваш чĕлхипе литератури), И.Лисов историк, пуçламăш классен учителĕ М.Наумов, В.Ефремов библиотекарь, Çĕнĕ Пуянкассинчен, Н.Никоноров (черченипе рисовании), Çĕнçырмаран В.Прокопьев историк ĕçлетчĕç. Хучель çынни В.Денисов директорччĕ, вăл та вăрçă участникĕ пулма пултарнă. Шкул директорĕ пулнă П.Сичуркин (Тенеялĕнчен) фронтра пуçне хунă.
Нумайăшне эпир пĕлместпĕр. Кăçал 70 çулхи юбилей пулнă май шкул вĕсен ячĕсене Çар мухтавĕн пỹлĕмĕнчи ятарлă стенда кĕртнĕ. Унта паттăрлăх урокĕсем иртеççĕ. Тĕпчесе пĕлмелли, паллах, татах та нумай. Сăмахран, шкулти парта хушшинченех вăрçа кайнисем, фронтран таврăннисемпе таврăнайманнисен кун-çулне çутатасси. Шкул воспитанникĕсем хушшинче çар офицерĕсем нумай. Паллă çынсем сахал мар тухнă районти чи ватă вĕренỹ учрежденийĕнчен. Чăннипех пуян унăн историйĕ. Тăвай шкулĕ халăха вĕрентес ĕçре яланах чи лайăххисенчен пĕри пулнă, çав чыс-сума вăл халĕ тата çỹлерех çĕклеме пултарчĕ. Кунтан вĕренсе тухнă çĕршер воспитанник, çавăн пекех халĕ вĕренекенсем тăван шкул историйĕпе, хăйсен вĕрентекенĕсемпе чăннипех мăнаçланма пултараççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"