Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсене халалланă

23 июня 2015 г.

Ĕнер район администрацийĕнче унăн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе эрнелĕх ĕç планерки иртнĕ. Унта ку таранччен тунă ĕçсене пĕтĕмлетсе, малашлăх задачăсем палăртнă.

Харпăр хăй службисен ĕçĕпе администраци пуçлăхĕн çумĕсем, пай начальникĕсем, районти полици уйрăмĕн, тĕп больницăн, райветстанцин ертỹçисем информаципе тухса калаçнă. Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ должноçри яваплă çынсене Тăвай ялĕнчи Ленин урамĕнчи 50 номерлĕ çурта газпа харпăр хăй хутса ăшăтмалла тăвас тĕлĕшпе, район бюджечĕн тупăш пайне пурнăçлассипе, тирпей-илем кĕртессипе, пушара хирĕçле мероприятисене тимлĕхре тытассипе, хутса ăшăтмалли çитес сезона хатĕрленессипе хушусем панă.

Унтан Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă "Они сражались за Родину" кĕнеке презентацийĕ иртнĕ. Асăннă кĕнекене районти фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсене халалланă. Тайма пуçах вĕсене. Мероприятие ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, асăннă кĕнекене пухса хатĕрлессипе ĕçленĕ оргкомитет членĕсем, ыттисем хутшăннă. 5429 çын кайнă пирĕн районтан тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçа, вĕсенчен 3 пин ытларахăшĕ çапăçусен хирĕнчен каялла таврăнайман. Вĕсене пĕр минут шăп тăрса чысланă.

Презентаци хыççăн Мухтав монуменчĕ умне чечексем хунă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика