22 июня 2015 г.
Кăçал, тĕрĕсрех çырас-тăк, çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Тăвай ялĕнче пурăнакан Раиса Ивановна Смирнова (Осипова) хăй çут тĕнчене килнĕренпе тăхăр теçетке çул çитнине паллă тума кĕреке пуçтарчĕ. Йышлă хăна-вĕрле пухăнчĕ унăн хăтлă хваттерне. Ĕмĕр çулне шанчăклăн та хăюллăн такăрлакан, халĕ те çулĕсене кура мар вăр-вар та маттур хĕрарăма паллă пулăм ячĕпе саламлакансем йышлă пулчĕç, вĕсен чунтан-вартан тухакан сăмахĕсене Раиса Ивановна ура çине тăрса итленĕ чухне икĕ куçне те сырса илнĕ савăнăç куççульне аллинчи пĕчĕк сăмса тутрипе шăлса типĕтме васкамарĕ.
Юбилей кунĕнче Раиса Ивановна салам чăннипех нумай йышăнчĕ, анчах та ун чун-чĕрине çамрăклăх варкăшĕ вĕрсе кĕртекенни Раççей Президенчĕ Владимир Путин Кремльтен янă телеграмма пулчĕ. "Эккей, çĕршыв ертỹçи Чăваш çĕрĕн хăватлă кĕтесĕнче ĕмĕр ĕмĕрлекен, ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех пĕрлешỹллĕ йышпа хăйне шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçа кĕртсе пынă ятсăр хĕрарăма тав туса пил сăмахĕсем çырма вăхăт тупнăшăн ăна çĕре çити пуçăма таятăп", - канăç паман шухăшне уява килнĕ çынсене уçса пама васкарĕ хăйне чи телейлĕ хĕрарăм вырăнне курса-туйса тăракан Раиса Ивановна...
Улянкăри Евдокия Никитичнапа Иван Осипович Осиповсен çемйинчи тăватă ачаран чи асли пулнă вăл, Райкка. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул çичĕ класс пĕтернĕ те вĕрентекен пулас ĕмĕтпе Канашри педучилищĕне докуменчĕсене кайса панă, экзаменсене ăнăçлă тытса, студентсен йышне тăнă. Шел, ирсĕр нимĕç фашисчĕсем пирĕн мирлĕ çĕр çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕни унăн пĕтĕм ырă тĕллевĕсене урăх çулпа пăрса янă. Раиса Ивановнана хăйне сăмах парар-ха ку тĕлте: "Атте вăрман хуçалăхĕнче ĕçлетчĕ. Вăрçă пуçланнине пĕлтерекен хыпара вăл илсе килчĕ киле. Анне Тăвай ярмăрккине кайнăччĕ çав кун. Каç пулттипе, çемье пуçтарăнсан, пурте кăшкăрса макăрма тытăнтăмăр. 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче аттене вăрçа ăсатса ятăмăр. Çĕнтерỹпе килме пиллерĕмĕр. Çỹлти Хуçа илтмерĕ пулас пирĕн сăмахсене. "Иван Осипов хĕрлĕармеец тан мар тытăçусенчен пĕринче паттăррăн пуç хунă" текен хура хута илнĕ хыççăн лăштăрах усăнчĕç пирĕн пуçсем. Атте 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Мускавшăн пынă çапăçуран чĕррĕн тухайман.
Кил-йыша арман чулĕ пек йывăр хуйхă пусса тăнине пăхмасăрах, эпир те ял-йышпа пĕрле тылра алă усса ларман, пĕрлехи вăйпа хĕвеллĕ çĕнтерĕве çывхартма тỹпе хывнă. 1941 çулхи кĕркунне Енĕш Нăрвашри вăтам шкулăн 8-мĕш класне çỹреме пуçларăм. Парта хушшинче ларса вĕренеймерĕмĕр, пире çийĕнчех Лачкасси ялне тыр-пула çурлапа вырма илсе кайрĕç. Пĕр уйăх çамрăк пилĕксене аврăмăр çав ял уйĕнче. Юпа уйăхĕнче тин алла кĕнеке тытрăмăр. Пысăк пĕлỹллĕ пулас, пурне те пĕлме тăрăшас туртăм вăй-хал парса тăнă пире. Анчах 8-мĕш класран тек вĕренеймерĕмĕр. Пĕтĕм класĕпех ФЗОна кайма шăпа тухрĕ. Пысăк хуласенчен чи малтан çитсе курни Челябинск пулчĕ маншăн. Урал леш енчи хулара хĕрсене строитель ĕçне хăнăхтарчĕç. Алăсенче пуртă выляса кăна тăратчĕ. Анчах вăрçă нуши асапĕ сисĕнетчĕ кунта та. Вĕренекенсен йышĕ кунран кунах сайралма тытăннине сиссе, эпир те тарма шухăшларăмăр. Хамăр ял хĕрĕпе, Лизăпа. Мĕн тетĕр? Çул çинче темĕн те пĕр тỹссе, йывăрлăх-чăрмавсене парăнтарса, Канаш хулине çитсе ỹкрĕмĕр-ỹкрĕмĕрех..."
Ку тĕлте чарăнса тăчĕ Раиса Ивановна, пĕр хушă калаçма мансах кантăкран тинкерсе пăхрĕ, унтан, темĕн аса илнĕ пек пулса, çамкине картлантарчĕ те çапла хушса хучĕ: "Паянхи вăхăт тỹпинчен пăхсан, эпир çавăн чухне ФЗОран тарса тĕрĕс мар тунă ĕнтĕ. Ара, пире шкул сакки çинчех патриотсем пулса ỹсме воспитани панă-çке. Эпир вара таркăнсен йышне тăтăмăр-иç!"
Ватă хĕрарăма, шел пулин те, чунне пусарма пулăшакан сăмахсем тупса йăпатаймарăм эпĕ, хăй çамрăклăхра тунă тĕрĕс мар утăма вăл мĕн пурнăç тăршшĕпех Тăван çĕршывăн ырлăхĕшĕн çине тăрса ĕçленипе, ачисене юрăхлă çынсем туса ỹстернипе тỹрре кăларса пыма тăрăшать. Тỹрре кăларнă та.
Кун пирки каласан, Раиса Ивановнăн сăн-питне ăшă кулă иленчĕ, вăл çийĕнчех арчара тирпейлĕн упранакан, тĕрлĕ çĕртен хăй вăхăтĕнче панă дипломсемпе грамотăсене, Тав çырăвĕсене сĕтел çине кăларса хучĕ. Çав хутсен шучĕ те çук. Пурне те пархатарлă, тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн панă. Апла-тăк ĕмĕрне кĕрĕк арки йăваласа ирттермен вăрçă хыççăнхи çулсенче бухгалтер ĕçне алла илнĕ хĕрарăм. Шăпа ăна Иваново облаçне, торф кăларнă çĕре те илсе çитернĕ, тăван районти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра та, çуралнă ялĕнчи "Заря" колхозра та ĕçленĕ вăл, анчах чăн телейне "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче тупнă. Тăвайсем вăл кунта тĕп бухгалтерта тăрăшнă вăхăта питĕ лайăх астăваççĕ-ха. Сăнне районти Хисеп хăмине кĕртнĕ, хăйне "Районти чи лайăх бухгалтер" хисеплĕ ятпа пĕрре кăна мар чысланă. Тивĕçлĕ канура чухне те Госстрахăн районти инспекцийĕн çулне такăрланă.
"Сельхозтехникăра" юратăвне тупнă Улянкă хĕрĕ. Кунта сварщикре тăрăшакан Сăхăтпуç каччине, тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен орден-медаль çакса таврăннă Василий Петрович Смирновпа çемье çавăрнă, 5 ачана пурнăç пилленĕ. Шел, 21 çул каялла тăван йышран вăхăтсăр уйрăлса кайнă кил хуçи. Ачисем вара тахçанах хăйсем кăмăллакан ĕçсенче телей тупнă.
Аслă хĕрĕ, Галина - педагог, Йĕпреçре тĕпленнĕ. Çемьеллĕ. Унăн йăмăкĕ Люда та аппăшĕн çул-йĕрнех суйласа илнĕ. Халĕ Шупашкарта пурăнать. Вăталăххи, Тамара - врач-педиатр. Тăвай районĕнче ача ашшĕ-амăшĕсем çав тери лайăх пĕлеççĕ ăна, тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕн пуçлăхне. Салехардра "тымар" янă Толя - автомеханик, предприниматель. Кĕçĕнни, Валерий - юрист.
Раиса Ивановна паян 12 мăнукĕпе 16 кĕçĕн мăнукĕпе тивĕçлипех мăнаçланать, вĕсем ватлăха парăнмасăр малаллах талпăнакан асламăш-кукамăшне тата мăн асламăш-мăн кукамăшне чăннипех хавхалану кỹрсе тăраççĕ, ĕмĕр çулĕпе хуйхă-суйхăсăр, чир-чĕрсĕр утма вăй-хал параççĕ.
Раиса Ивановна патне унпа пĕр варта выртнă шăллĕ Григорий Иванович Улянкăран, йăмăкĕ, Валентина Ивановна Çĕнĕ Пуянкассинчен килсех çỹреççĕ. Пĕри 87-ре, тепри 83-ре пулсассăн та, вăр-вар вĕсем. Раиса Ивановна пекех, шỹтлеме, юрлама юратаççĕ. Чылайччен иртнине аса илеççĕ пĕртăвансем. Ырă тĕллевсемпе хавхаланса та çунатланса уйрăлаççĕ пĕр-пĕринчен. Нимĕн те калаймăн, Турă вăрăм ĕмĕр парнеленĕ Смирновсен ачисене. Вĕсем тăван çĕр тĕрекĕшĕн, унăн ырлăх-пурлăхне хушса пырассишĕн çынран юлмасăр, ячĕсене ямасăр ырми-канми вăй хунă, темĕнле лару-тăру сиксе тухсассăн та ытларах ыррине-лайăххине тума ăнтăлнă.
Хам мĕн çырнине пĕтĕмлетнĕ май, юлашкинчен акă мĕнле шухăш патне çитсе тухас килет манăн: Раиса Ивановна Смирновăна юлашкинчен те пулин "таркăн" тесех калам-ха: ара, вăл, сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканскер, ĕмĕр çулĕпе хăюллăн та шанчăклăн малалла талпăнса, хăйне хыçалтан хăвалакан ватлăхран тарать-çке.
Источник: "Ял ĕçченĕ"