Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнса ĕçленĕрен уйра, Тăвай ен юрларĕ уявра

16 июня 2015 г.

Савăнса ĕçленĕрен уйра, Тăвай ен юрларĕ уявра

   Раççей кунĕнче акатуй ирттересси пирĕн республикăри районсенче йăлана кĕрсе пырать. Ку уяв Чăваш енре пурăнакансене, тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансене пĕр çĕре пухать, туслăха хаклама хăнăхтарать.

Кăçал, ĕмĕрсем хушшинче упраннă йăлана тĕпе хурса, Тăвай ялĕнчи хăй евĕрлĕ капăрлатнă спорткомплексра чăваш нацийĕн "Акатуй-2015" праçникне иртнĕ эрнекун йĕркелерĕç.

"Раççейри кашни çыншăн уйрăмах паллă уява пурте пĕрле ирттеретпĕр паян. Çĕршывăн чи çĕнĕ историйĕн тапхăрĕнче çуралнă вăл, пĕтĕм наци пĕрлĕхне, халăхăн ăс-хакăлпа культура йăли-йĕрки ăруран-ăрăва йĕркеллĕн куçса пынине, патриотлăха, Тăван çĕршыв шăпишĕн кашниех яваплине сăнарлать, - тесе пуçларĕ сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке. -Акатуй - чăваш халăхĕн уявĕ. Вăл пурнăç тапхăрĕсем пĕр-пĕринпе çыхăннине симвăллать, иртнине асра тытма, малашлăха шанма хавхалантарать. Кăçал ку уява Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине, районăн 80 çулхи юбилейне, Литература çулталăкне халалларăмăр. Палăртма кăмăллă, Тăвай енре акатуя иккĕмĕш çул Раççей кунĕнче паллă тăватпăр. Пирĕн районти ял хуçалăх работникĕсем уй-хирти ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçларĕç. Эпир кăçал пысăк тухăçлă тырпул пухса илме ĕмĕтленетпĕр. Хамăр пурнăçа лайăхлатассишĕн ывăнма пĕлмесĕр вăй хуни пире пĕрлештертĕр, кашни килте мир, туслăх, пĕр-пĕрне ăнланни хуçалантăр. Пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатăп".

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ валли Тăвай енре Асăну кĕнеки кăларнă, унпа пурне те паллашма сĕнчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьевăн ăшă сăмахĕсене районта пурăнакансем патне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Юрий Васильев çитерчĕ.

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине "Чутеевский" ЯХПКра тата Грачев фермер хуçалăхĕнче машинăпа ĕне сăвакан операторсене - Елена Куприяновапа Людмила Шуйкована, Чăваш Республикин Хисеп грамотине - районти вăрçă тата ĕç ветеранĕсен канашĕн председательне Римма Гуринана, ЧР Пуçлăхĕн Тавне - Тăрмăшри вăтам шкулта вĕрентекен Михаил Смолина пачĕ Юрий Егорович.

ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине Виталий Алексеев ("Родник") тата Владимир Алексеев (Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ) механизаторсем, Валентина Григорьева пăру пăхакан (Илларионов ХФХ), Светлана Васильева бухгалтер ("Акконд-агро фирма"), Виталий Михайловпа ("Чутеевский" ЯХПК) Николай Шашков (Грачев ХФХ) тата ыттисем тивĕçлĕ пулчĕç.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хисеп грамотипе районти халăха социаллă пулăшу парассипе ĕçлекен пайăн тĕп специалистне Надежда Гаврилована чысларĕç.

ЧР Культура, наци тата архив ĕçĕсен министерствин Хисеп грамотине Енĕш Нăрвашри Зоя Мижеева тĕп библиотекарьпе Мучарти библиотека заведующийĕ Надежда Демина илчĕç.

Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "АККОНД" обществăн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов та кăçал ентешĕсемпе пĕрле савăнма кăмăл тунă. Валерий Николаевич парнесĕр килмен уява. Вăл районти вулакансене кĕнекесем туянма 15 пин тенкĕлĕх сертификат тата пылак çимĕçсем пачĕ. Çавăн пекех Валерий Иванов района та 15 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ.

ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумне Алексей Яковлева та тимлĕ итлерĕç пухăннисем, ăшă сăмахсемшĕн тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

Ял хуçалăхĕнчи çăмăл мар ĕçсенче ырă тĕслĕх кăтартнисене чыслама пуçларĕç кĕçех. Вĕсем самаях йышлăн пулчĕç кăçал.

"Ака чемпионĕ-2015" тесе çырнă лентăна Моряков хресчен фермер хуçалăхĕнчи Владимир Борисов тивĕçрĕ, ăна хаклă парне пачĕç.

Акара мала тухнă ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсене те палăртрĕç.

Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче ку енĕпе "Акконд-агро фирма" общество коллектив (ертỹçи Вячеслав Иванов, тĕп агрономĕ Анатолий Михайлов) çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Хресчен фермер хуçалăхĕсем хушшинче вара Андрей Моряков ертсе пыракан ушкăн палăрнă.

Малта пыракансене пурне те парнепе хавхалантарнă.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма харпăр хăйĕн пысăк тỹпине хывнăшăн РФ халăх артистне, оперăпа симфони дирижерне, педагога Морис Яклашкина, ЧР тава тивĕçлĕ врачне, сывлăх сыхлавĕн ветеранне Нина Петрована Тăвай районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

"Çемьери выльăх-чĕрлĕх ферми" программăна пурнăçа кĕртмелли сертификата хресчен фермер хуçалăхĕн ертỹçи Валерий Грачев илчĕ. Унăн сумми - 4 миллион та 218 пин тенкĕ.

"Чи лайăх страхователь-2014" диплома "Акконд-агро фирма" обществăна пачĕç.

Çакăн хыççăн хăйсен пурнăçĕнчи пĕрремĕш документ - паспорт илекенсем тухрĕç сцена çине, Раççей кунне халалларĕç çак пулăма.

Тăвайĕнчи Галина Кузьминичнапа Владимир Иванович Ивановсем шăпах 50 çул каялла çĕнĕ çемье чăмăртанă. Ылтăн туйне çавнашкал хăйнеевĕрлĕ паллă турĕ мăшăр.

Районăн художество пултарулăх коллективĕсем, чăваш эстрадин юрăçисем хăйсен пултарулăхĕпе чылайччен килентерчĕç уява килнисене.

"Тăвайри кооператив" потребобществăн работникĕсем хăйсем туса кăларнă таварне сĕнчĕç. Шашлăкпа шỹрпене кашниех тутанчĕ пулĕ.

Ача-пăча площадкинче хаваслă сасăсем илтĕнетчĕç. Пĕчĕккисем тĕрлĕ аттракционсем умĕнче тĕпĕртететчĕç, каруççельпе ярăнатчĕç тата ытти те.

Ял тăрăхĕсен картишĕсен конкурсĕ чи çỹллĕ шайра иртрĕ. Пĕри те тепри хăйсем патне кĕрсе тухма йыхравларĕç çынсене. Çăкăр-тăварпа, сăрапа, пĕлĕмпе сăйлаççĕ картиш хуçисем.

Кире пуканĕ йăтса вăй виçрĕç уяврисем. Кĕрешекенсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Волейбол, мини-футбол вăййисем те интереслĕ иртрĕç. Спорткомплексăн кивĕ çуртĕнче аэробикăпа кăсăкланакансем хăйсен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç.

Çумăр ỹккелени те сỹрĕклетеймерĕ Тăвайри спорткомплекс территорийĕнче канакансен кăмăлне çав кун. Каç еннелле кăна хаваслă кĕвĕ илтĕнми пулчĕ. Çĕкленỹллĕ туйăмпа саланчĕç килĕсене çынсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика