Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, ача сачĕ!

08 июня 2015 г.

Сывă пул, ача сачĕ!

 

Вăхăт пĕр чарăнми малалла шăвать. Пĕрисем шкултан тухса каяççĕ, теприсем вара пĕрремĕш хут унăн алăкне уçма хатĕрленеççĕ. Акă майăн 29-мĕшĕнче Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садне аслă ушкăна çỹрекенсем юлашки хутчен утрĕç. Ачасем хăйсен пултарулăхне юрă-ташăра, сценкăсем выляса кăтартрĕç. Шкул сакки çине ларма хатĕр пулнине вуласа, çырмалли вăйăсемпе çирĕплетсе пачĕç. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине халалласа "Синий платочек" илемлĕ ташă та хатĕрленĕ. Кĕçĕн ушкăнрисем шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕренме сунчĕç.

Ача сачĕн заведующийĕ Л.В.Сулагаева чуна хумхатакан сăмахсем каласа çутă малашлăх, ăнăçу сунчĕ. Конкурссенче малти вырăнсем йышăннисене грамотăсем пачĕ, тĕрлĕ номинацисенче палăрнă ачасене те хавхалантарчĕ. Ашшĕ-амăшĕ сăмах илсе, кунти тăрăшуллă коллектива тав турĕ. Уяв урамра тăсăлчĕ, ачасем вăйăсем вылярĕç, супăнь кăпăкĕсен айĕнче ташларĕç. "Сывă пул, ача сачĕ!" тесе шарсем вĕçтерсе ячĕç юлашкинчен.

Манăн аслă хĕр пĕрчишĕн садикри çак асамлă кун юлашки пулчĕ. Пĕтĕм ашшĕ-амăшĕ ячĕпе чи малтанах Людмила Васильевнана ача садне хăтлă тытса тăма пултарнишĕн тав сăмахĕ калас килет.

Л.Н.Александрова ачасемшĕн иккĕмĕш амăшĕ, пĕр чĕлхе тупса çывăх тус пулма пултарчĕ. Çавăн пекех А.В.Филиппована, Е.А.Иванована, В.Н.Константинована тата ытти ĕçченсене ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Тавтапуç сире! Яланах хальхи пек çепĕç чунлă, сăпайлă, ăшă кăмăллă юлăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика