08 июня 2015 г.
Çуллахи кунсем çитрĕç. Эпир яланах кĕтетпĕр вĕсене. Мĕншĕн юрататпăр-ха пурте çулана? Ăшшишĕн, яланах çут çанталăкра пулма май пурришĕн ĕнтĕ. Çулла тĕсне, шăршине, илемне, унăн сассисене нимĕнпе те улăштараймăн-çке.
Çулла - тĕлĕнмелле илĕртỹллĕ тапхăр, ун чухне кашни кун тенĕ пекех мĕнле те пулин чаплă пулăм пулса иртет. Çавнашкалли районта çĕртме уйăхĕн иккĕмĕш кунĕнче пулчĕ. "Ачасем ырă кулăпа кулаççĕ" ятлă уяв йĕркелерĕç Тăвай ялĕнчи культура çурчĕ умĕнче.
Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке уçрĕ. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун ячĕпе саламларĕ пухăннисене. "Ырă, çутă уяв паян. Пирĕн, аслисен, яланах кашни ача пурнăçĕшĕн, шăпишĕн, сывлăхĕшĕн ответлă пулмалла", - терĕ калаçăвне вĕçленĕ май Владимир Алексеевич.
Ачалăх тĕнчинчи юмах геройĕсемпе сăнарĕсем ăшă кулăпа кĕтсе илнĕ Тăвай енри ачасене. Вĕсем ача-пăча хулисене шар çинче вĕçсе çитме сĕннĕ кĕçĕннисене. "Игровая", "Каляка-маляка", "Город загадок", "Светофорик" ятлă хуласенче тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнтарнă, вăйăсем выляттарнă, викторина ыйтăвĕсене хуравлаттарнă, сăвăсем калаттарнă, юрлаттарнă, ташлаттарнă, асфальт çине пурăпа ỹкерттернĕ тата ытти те.
Батутсемпе аттракционсем çинче ярăнса, сувенирсемпе пылак çимĕçсем туянса кăмăл-туйăмĕсене çĕкленĕ пĕчĕккисем.
Уяв вĕçленнĕ. Анчах умра - ăшă çу кунĕсем. Вĕсем усăллă, хаваслă, сисĕнмесĕр иртчĕр тесе хăйсен тăрăшмалла ачасен. Çуллахи каникула лайăх кăмăл уявне çавăрмалла пурин те.
Источник: "Ял ĕçченĕ"