29 мая 2015 г.
Шкултан вĕренсе тухакансемшĕн чи хумхануллă самант çитрĕ. Иртнĕ шăматкун çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи вĕренỹ çурчĕсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Телейлĕ ачалăх, уроксем, хаваслă тăхтавсем хыçа юлчĕç. Умра - йывăрлăхсемлĕ, проблемăсемлĕ, хумхануллă пурнăç.
Тăвай енри 10 шкулти выпускниксем те вĕрентекенĕсемпе, шкулсемпе сывпуллашрĕç. Кăçал районта пурĕ вунпĕрмĕш класран 111 çамрăк, тăххăрмĕшĕнчен 173 вĕренекен тухать.
Тăвай. Район центрĕнчи шкулта паян иртенпех хаваслă кĕвĕ янăрать. Республикăри чи лайăх вунă вĕренỹ çурчĕсенчен пĕри шутланать вăл. Лайăх воспитани, çирĕп пĕлỹ илме паянхи кунпа килĕшỹллĕ условисем çителĕклĕ кунта. Ытти ялсенче пурăнакан ачасем те Тăвайри вăтам шкула çỹреççĕ вĕренме.
Кăçал асăннă вĕренỹ учрежденийĕнчен пурĕ 102 çамрăк тухать, вĕсенчен 32-шĕ - вунпĕрмĕшсем.
Шкул картишĕнче вĕренекенсем учительсем, ашшĕ-амăшĕ, хăнасем пухăннă.
Шкул директорĕ В.М.Кириллова, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке, Тăвай ял тăрăхĕн ертỹçи Н.Н.Васильев, вĕрентỹ пайĕн представителĕ В.Я.Шакров тухса калаçнă малтан.
-Диктантсем çырни, тĕрĕслев ĕçĕсем туни, уроксем хыçа юлчĕç. Ыран сирĕн ирех тăмалла мар. Шкул тапхăрĕ вĕçленчĕ сирĕншĕн.
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене лайăх тытмалла пултăр. Малалла каймалли çула тĕрĕс суйласа илĕр, йывăрлăхсенчен ан шикленĕр. Тăван шкула, вĕрентекенĕрсене ан манăр, - тесе ырă суннă Владимир Алексеевич.
Тĕрлĕ номинацисенче аван тĕслĕх кăтартнă выпускниксене "ылтăн" шăнкăравсем парса чысланă Вера Михайловна.
Шкулти совет управленийĕн председателĕ Т.В.Митрофанова та ăшă сăмахсем каланă: "Хăвăр вĕрентекенĕрсем пулăшнипе эсир пурнăçăн малтанхи тапхăрне ăнăçлă вĕçлерĕр. Çĕршывшăн юрăхлă çын пулма тăрăшăр. Хăвăр пулас профессие ăнăçлă суйласа илĕр".
Выпускниксен ашшĕ-амăшĕ те лайăх сĕнỹсем панă ывăл-хĕрĕсене.
Педагогика ĕçĕн ветеранне А.П.Кузнецована та тимлĕ итленĕ пухăннисем, тăвăллăн алă çупса тав тунă.
Пĕрремĕш класра вĕренекенсем хăйсен аслă юлташĕсене çĕршыври чи лайăх вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕме, малашлăхра савăнăçпа телей суннă.
Вунпĕр çул хушшинче çамрăксем туслă çемьене чăмăртаннă. Хĕрсемпе каччăсем вĕренỹре, спортра, творчествăлла ĕçсенче хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конкурссенче малти вырăнсене йышăннă.
Тăвайри вăтам шкул хăйĕн выпускникĕсемпе мухтанма пултарать. Вĕсенчен улттăшĕ Республика Пуçлăхĕн стипендине илет. Нумайăшĕ Раççей шайĕнчи конкурссенче те активлăх кăтартнă.
-Сывă пул, ачалăх, тăван шкулăм! - тенĕ юлашкинчен вунпĕрмĕшсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"