22 мая 2015 г.
Çакнашкал акцие Тăвайри краеведени халăх музейĕ те хутшăнчĕ. Ăна Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине тата Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне халалланă.
"Вăрçăран таврăнман салтак çырăвĕ манăн аллăмра" ят патăмăр хамăр мероприятие. Иван Федотович Федотов салтак 1943 çулхи май уйăхĕнче пуçне хунă. 100 çул тултаратчĕ вăл вилмен пулсан. Унăн ывăлĕсем - Анатолийпе Геннадий Ивановичсем, Сергей ятлă мăнукĕ, мăнукĕн Настя ятлă ачи пирĕнпе пĕрле пулма кăмăл турĕç. Вĕсем Иван Федотовичăн вилтăприйĕ çинче, Ростов облаçĕнчи Миллерево хулинче пулнă.
1915 çулта Тăвай ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă Иван. Шкулта вĕреннĕ, çуллахи каникулта колхозра тăрăшнă. Кайран бухгалтер курсĕнче пĕлỹ пухнă, унтан тăван ялта шут ĕçĕнче вăй хунă. Хĕрлĕ Çар ретĕнче хăйĕн чыслă тивĕçне пурнăçланă хыççăн Тăвайри шкулта çар ĕçĕсене хăнăхтаракан пулнă.
Пурнăç хăйĕн çулĕпех чупнă. Иулита ятлă хĕрпе çемье чăмăртанă. Икĕ ывăл çутă тĕнчене килнĕ. Савăнса кăна пурăнмалла пулнă ĕнтĕ. Шел, Германи Раççей çĕрĕ çине тапăнса кĕнĕ...
Иван Федотовича 1942 çулта фронта илнĕ. Çав вăхăтра Анатолий - 2 çулта, Геннадий виçĕ уйăхра пулнă.
Çулталăкран ентешĕмĕр çапăçура ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнă. Унран çырусем юлнă. Çемйишĕн питĕ тунсăхланă салтак, пушă вăхăтра аллине тăтăшах ручка тытнă. Унăн ывăлĕ Геннадий Иванович, Тăвайри краеведени халăх музейне ашшĕн тăхăр çырăвне пачĕ. Вĕсене вуласан, вăл тăван яла урăх таврăнайманнине, ывăлĕсене тепĕр хут курайманнине туйни сисĕнет.
Тăвайри вăтам шкулта 9 "б" класра вĕренекенсем Иван Федотовичăн çырăвĕнчи йĕркесене вуларĕç. Паттăр салтак мăнукĕн ачи Настя Миллерово хулине кайса килни çинчен пĕлтерчĕ. Геннадий Иванович ашшĕсĕр пурăнма йывăр пулни пирки каласа кăтартрĕ. Ашшĕн çырăвĕсене вăл саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне пуçласа алла тытнă, халĕ те куççульсĕр вулаймасть вĕсене.
73 çул каялла çырнă çырусем сарăхнă, хăш-пĕр вырăнсене вулама май çук ĕнтĕ. Ку истори документне пирĕн упрамалла пулать малашне. Тăхăр çырăвне те тепĕр хут çырса илнĕ уйрăм тетрадь çине.
Иван Федотович çинчен çырнă статьясемпе унăн çырăвĕсенчен курав та йĕркелерĕмĕр асăннă мероприятире. Юлашкинчен пухăннисем тухса калаçакансене тав турĕç Геннадий Ивановича чĕрĕ чечексемпе чысларĕç.
С.СЕРГЕЕВА, Тăвайри халăх музейĕн директорĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"