19 мая 2015 г.
Çимĕк çитесси нумай юлмарĕ, икĕ эрнерен те катăлчĕ. Çимĕк чăвашсемшĕн мĕн ĕлĕкрен чи пысăк та сăваплă праçниксенчен пĕри пулса тăрать. Çынсем ăна кĕтеççĕ, çак кун масар çине каяççĕ, хăйсен çывăх çыннисемпе çывăх пулма, хăйсен кăмăл-туйăмĕсене палăртма май килнĕшĕн савăнаççĕ. Çитĕннисем çимĕке хăйсемпе пĕрле ачисене те илеççĕ. Вĕсем вĕт-ха ырă йăла-йĕркесене тăсма тивĕç. Çимĕке тĕрлĕ ялта хăйне майлăрах ирттереççĕ: ытларахăшĕ масар çине шăматкун каять, теприсем шăматкун та, вырсарникун та пулаççĕ, çавăн пекех кĕçнерникун каякансем те пур. Пĕрре çирĕпленнĕ йăла-йĕркене пăсмаççĕ.
Мĕн ĕлĕкрен çимĕк умĕн масарсене тасатса тирпейлеме тăрăшнă. Çакна валли çынсем яланах вăхăт тупнă. Тĕрĕссипе каласан, çулталăк тăршшĕнче тасатса тирпейлемелли, йĕркене кĕртмелли масар çинче те тупăнать ĕнтĕ. Кунта пирĕнтен ĕмĕрлĕхех леш тĕнчене куçнă атте-аннесен, ытти çывăх çыннăмăрсен, йăх-тĕпри ратне-тăвансен, пĕлĕшсен сăваплăран та сăваплă вырăнĕсем упранаççĕ. Вĕсене тивĕçлĕ йĕркере тытасси пирĕн, пурăнакансен, таса тивĕçĕ пулса тăрать.
Йĕркене кĕртмелли вара çулленех çук мар масар çинче. Вил тăприсене çум курăкпа тасамарлăхран тасатса типтерлемелле, кăмăл пулсан чĕрĕ чечексем лартса чĕртмелле, картасене сăрламалла, хĕрессем çине, çырнисене йĕркене кĕртмелле, хỹмесене тỹрлетмелле тата ытти те. Хăшĕ-пĕрисем картисене те çĕнетеççĕ, палăксем вырнаçтараççĕ. Çум курăк пек хунакан йывăçсене касса тирпейлемелли те тупăнать, мĕншĕн тесен унашкал йывăçсем хăвăрт сарăлаççĕ. Çавăнпа вĕсене çуллен тенĕ пекех касса кăклама тивет.
Вырăнти ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те масарсене тимлĕхре тытма тивĕç. Çапла темиçе çул каялла Йăнтăрчă ял тăрăхĕ тăрăшнипе Улянкă масарĕнче чылай тирпей-йĕрке тунăччĕ. Транспорт хатĕрĕсем те, çынсем те уйăрнăччĕ çакна валли. Кунашкал тĕлĕхсем тата та илсе кăтартма пулать. Ырă тунине пурте кураççĕ, пурте хаклаççĕ. Ырă ĕç темрен паха. Масар пирĕнтен ĕмĕрлĕхе леш тĕнчене куçнă тăвансем патне пырса çỹреме яланах меллĕ, хăтлă вырăн пулмалла. Çавăнпа пирĕн çимĕк кунĕнче те унти тасамарлăхпа тирпейлĕхшĕн тимлемелле, усă курнă тĕрлĕ япаласене ăçта килчĕ унта пăрахса хăварасран сыхланмалла, хамăр хыççăн типтерлесе хăварма пĕлмелле.
Сăваплă вырăн яланах сăваплăхпа, типтерлĕхпе тата лăпкăлăхпа палăрса тăтăр. Çаксем пиртен сахал мар килеççĕ.
Л.ЯККУ, хаçатăн тĕп редакторĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"