15 мая 2015 г.
Укçа карточки çинчен телефонпа усă курса та телефон çине укçа хума пулать. Малтан, паллах, sim-карта çине мобильнăй банк çыхăнтармалла. Енчен те sim-карта çине мобильнăй банк сыпăнтарсан sim-картăпа телефона çухатма юрамасть, çухатас-тăвас пулсан тỹрех банка кайса мобильнăй банка сỹнтермелле, ун пек тумасан сирĕн укçа пĕтĕмпех ют телефон çине куçма пултарать ултавçăсем тăрăшнипе.
Пароле пуснă чух ăна курасран алăпа хупламалла. Çавăн пекех банкомат çине №малти пайне№ преступниксем камерăпа скимминг лартаççĕ те, сирĕн укçана пароле пĕлсе компьютерпа куçарса илме пултараççĕ. Карттăна чикиччен малтан банкомат çинче ытлашши япала çук-и тесе тимлемелле.
Асăрханăр, киберпреступниксем нумайланса пыраççĕ, çапла 2015 çулхи апрель уйăхĕнче Шупашкарта Молдавирен килнĕ ушкăна тытса чарнă.
Б.БОРИСОВ, районти полици уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ.