28 апреля 2015 г.
"Георги лентине" çакнă çынсене халĕ пур çĕрте те курма пулать. Автомашина антенни çине те çыхса хунă ăна.
"Георги ленти" акцине хутшăнса районти Çамрăксен правительствин членĕсем, Тăвай шкулĕнчи 9 "а" класри волонтерсем Аслă Çĕнтерĕвĕн символне, хура-хăмăр тĕслĕ лентăсене, иртнĕ эрнерех валеçме пуçланă.
-Çак лентăна çамрăксен аллинчен илме питех те кăмăллă пулчĕ, - палăртнă райадминистраци пуçлăхĕ В.Ванерке.
"Асра тытатăп! Мăнаçланатăп!" - çуллен çак лозунгпа иртет акци.
Источник: "Ял ĕçченĕ"