21 апреля 2015 г.
Çанталăк ăшăтса тата çу кунĕсем çитсе пынă май кашни çулах пирĕн умма вут-кăвартан сыхланас ыйту çивĕч тухса тăрать. Хакасси Республикинче, Тывара, Байкал таврашĕнче тата ытти çĕрте пушарсем алхасни, вĕсенче ялсем çуна-çуна кайни, çынсем çурт-йĕрсĕр юлни, пурлăх пĕтни, вун-вун çын вилни çинчен пĕлтернине итлеме те, чуна илме те йывăр. Мĕн тери пысăк инкек тỹсет халăх, çут çанталăк, экономика. Паллах, Хакассире тата ытти çĕрте çавăн пек инкек тỹснисене çĕршыв пулăшусăр хăвармĕ. Анчах инкек вĕсемшĕн кăна мар, пуриншĕн те урок пулмалла, унран кашни çын тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тума тивĕç. Çак пысăк инкексем çын айăпĕпе пулни паллă, çынсем иртнĕ çулхи типĕ курăка çунтарма тытăннă, çав хушăра вăйлă çил тухса кайнă, таврана, вăл шутра ялсене те çулăм ярса илнĕ.
Типĕ курăксене çунтарма хăтланса вут-çулăм талккăшпе ярса илнĕ тĕслĕхсем иртнĕ çулсенче пирĕн районта та, тĕслĕхрен, Вăтаяль енче, пулнă. Лартнă йывăç тăрăхĕсем çуннă тата ытти те. Вут-çулăм çулне пушарниксем пỹлмен пулсан, вăл татах та сарăлма, ытларах инкек кỹме пултарнă.
ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра çуллен вăтамран пин ытла пушар тухать. Кашни çул вут-кăварта 100 яхăн çын кун-çулĕ татăлать. Кăçал 276 пушар пулнă та ĕнтĕ, вĕсенче 40 çын вилнĕ, чылай пурлăх çунса пĕтнĕ е юрăхсăра тухнă. Чи пысăк çухату - çынсен пурнăçне тавăрма çукки.
Телее, пирĕн районта кăçал пушарсен хисепĕ пĕлтĕрхинчен чакнă. Анчах вĕсем пурте пурăнмалли секторта тухнине асăнса хăвармалла.
Апла пулсан, пирĕн пурин те харпăр хăй тимлĕхне, асăрханулăхне ỹстермелле. Вут-кăварпа, газпа, электроприборсемпе сыхлануллă пулас пирки ачасене те асăрхаттарсах тăни кирлĕ. Сỹнтермен пирус тĕпĕ те, чĕртнĕ кăвайта сỹнтерсе çитерейменни те пысăк инкек сăлтавĕ пулса тăма пултараççĕ. Юсавсăр электропроводка та шанчăксăр.
Ялта пĕр-пĕрне пĕлсе тăратпăр. Çавăнпа çитменлĕхсене асăрхасан, ун пирки пĕр-пĕрне калама вăтанса тăмалла мар. Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ.
Тавралăх типсен, кивĕ йăлапа каллех пĕлтĕрхи курăксене çунтарма тытăнĕç. Унсăр иртмĕ. Çулăм пỹрт-çуртсем, производство çурчĕсем, вăрмансем патне çитсе ỹкесрен сыхă пулмалла. Типĕ курăксене Раççей МЧСĕ çирĕплетнĕ сĕнỹсене, условисене шута илсе кăна çунтарма юрать. Унта çынсем, пушар техники, ытти механизмсем, сỹнтермелли хатĕрсем, вут-çулăм сарăласран сухаланă чикĕсем пулмалла тата ытти те. Паллах, пин хут тимлĕх кирлĕ. Профилактика ĕçне те вăйлатса пымалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"