Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эпир çапла тума пултаратпăр"

21 апреля 2015 г.

"Эпир çапла тума пултаратпăр"

Раççей Президенчĕ ирттернĕ "Тỹрĕ лини" валли пĕтĕмпе виçĕ миллиона яхăн ыйту йышăннă. Владимир Путин 3 сехет те 57 минута тăсăлнă тỹрĕ эфирта 74 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрнĕ.

Калаçăва Владимир Путин пĕтĕмлетнинчен пуçланă. Иртнĕ çулшăн кăтартуллă пулăмсен шутĕнче чи малтанах Крым, Севастополь Раççейпе пĕрлешнине, Раççейшĕн питех те ăнăçлă иртнĕ Олимп вăййисене, çĕршыв тулашри кăткăс экономика условийĕсенче пурăннине палăртнă.

Президент тулашри чарусене пула çĕршыв аталанăвĕн хăвăртлăхĕ чакнине пытармасть. Апла пулин те халĕ тенкĕ çирĕпленсе пырать. Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх ВВП 0,6 процент ỹснĕ. Çĕршывăн çĕнĕ историйĕнчи нефть уçлассин рекордне çĕнетнĕ - 525 млн тонна. Тĕштырă тухăçĕ те рекорд шайĕнче - 105,3 млн тонна. "Пĕтĕмĕшле илсен ял хуçалăхĕн кăтартăвĕсем питĕ лайăх - ỹсĕм 3,7 процент шайĕнче. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта та ỹсĕм палăрать, çакă савăнтарать", - тенĕ В.Путин.

"Çурт-йĕр тăвас енĕпе те ĕçсем ăнăçлă. Нихăçан та - совет саманинче те, ун хыççăн та кунашкал кăтарту пулман - 82 млн тăваткал метр çурт-йĕр!"

Çав вăхăтрах потребительсен секторĕнче хаксен ỹсĕмĕ 11,4 процент танлашнă. Владимир Владимирович çакă "çынсен пурнăç шайне витĕм кỹнине" курать. Анчах мартра инфляци ỹсĕмĕн хăвăртлăхĕ чакнă.

Çулталăкăн ырă кăтартăвĕсен шутĕнче - демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни. Ача çуратасси ỹснĕ, çын вилесси чакнă. Çынсен пурнăç тăршшĕ те ỹссе пырать.

"Ют çĕршывсем Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисене пула тухса тăнă лару-тăрупа аталанăвăн çĕнĕ шайне çĕклемешкĕн усă курмалли" çинчен каланă.

В.Путин шучĕпе, экономикăна çĕнĕрен вăй илме икĕ çул патнелле кирлĕ пулать.

Пирĕн вăй тата ресурссем çитĕç-и? "Ыйтăвĕ пирĕн вăй çитессинче мар. Ресурссем çителĕклĕ, чи кирли - çын ресурсĕсем, талантлă çынсем, вĕсем ĕçлеме хатĕрри", - çирĕппĕн палăртнă Владимир Владимирович. Сăмах йывăрлăхсене тỹсессинче мар, çак лару-тăрупа хамăршăн усă курмалла - "эпир çапла тума пултаратпăр", тенĕ.

В.Путин иккĕленмест: "Шалти политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне тивĕçтертĕмĕр, общество пĕрлĕлĕхне упрайрăмăр-тăк - пирĕншĕн нимĕн те хăрушă мар". Экономикăн секторĕ валли 250 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă, ĕç рынокĕ валли _ 82 млрд ытла. Пенсисене çулталăк пуçламăшĕнчех индексациленĕ.

Патшалăх ял хуçалăхне пулăшмалли мерăсен анлă тытăмне хатĕрленĕ, укçа-тенкĕ халичченхинчен нумайрах уйăрнă. Çав шутрах - налук енĕпе пулăшасси те".

Президент пĕлтĕр инфляци 11,4 процент шайне çĕкленнĕ май çынсен чăн тупăшĕ пĕчĕкленнине йышăннă. "Пирĕн хамăрăн социаллă политикăра çакна шута илмелле", - тенĕ вăл.

Ĕçсĕрлĕх тенĕрен, ку енĕпе предпринимательлĕх тĕлĕшпе шанăç пысăк. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшас енĕпе пысăк программăсем йышăннă.

Анчах аталаннă экономикăсемпе танлаштарсан предпринимательлĕхĕн пирĕн çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продуктне хывакан тỹпи чылай пĕчĕкрех. Çак лару-тăрăва тỹрлетмеллине палăртнă.

Раççей Президенчĕ пуçламăш утăмсем тăвакан предпринимательсем валли икĕçуллăх налук каникулĕсем йĕркелесси çинчен аса илтернĕ. Çакă чи малтанах ялта ĕçлекен предпринимательсене пырса тивĕ.

"Пирĕн бизнес ĕçĕ, уйрăм çынсен инвестицийĕсем валли лайăхрах условисем йĕркелемелле, кредитпа укçа политикине, çĕршыври управлени тытăмне лайăхлатмалла. Ку - нумай енлĕ ĕç. Куç хăрать те алă тăвать теççĕ - çапла тумалла та", - тенĕ В.Путин.

Çынсем шанччăр тесен "пирĕн ахаль çын мĕнле пурăннине туймалла". Çав шанăçа упраса хăварсан вара граждансем "пирĕн утăмсене пулăшĕç, хăш-пĕр чух тỹсме те хатĕр пулĕç".

Паллах, "Тỹрĕ линире" Украина пирки те ыйтусем пулнă. Владимир Путин шучĕпе, Украина ертỹçисем нумай йăнăш тăваççĕ.

Аслă çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ çывхарнă май вăрçă теминчен те пăрăнса иртмен.

"Эпир хамăрăн уява паллă тăватпăр. Ку - пирĕн уяв. Эпир çĕнтерỹçĕсен ăрăвне пуç таятпăр. Хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи паянхи ăру çав вăрçа нихăçан та ан мантăр, малашне унашкалли пуласран сыхлантăр", - тенĕ Владимир Владимирович.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика