Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсемшĕн тăрăшаççĕ

15 апреля 2015 г.

Тăвай ялĕнче, районти тĕп больницăсăр пуçне, врач практикин офисĕ те пур. Унта чирлисемшĕн хитре те сăпайлă тухтăр Татьяна Николаевна Михайлова тăрăшать. Унпа пĕрле Альбина Даниловапа Светлана Табакова медсестрасем тата Олеся Михайлова санитарка ĕçлеççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса тимлеççĕ вĕсем чирлисемшĕн. Тухтăр пирĕнпе яланах ăшшăн калаçать, эмелсемпе кăна мар, хăйĕн çепĕç чĕлхи-çăварĕпе те сиплет, тĕрлĕ сĕнỹсем парать. Медицина валлиех çут тĕнчене килнĕ тесе калас килет ун пирки.

Офисра хăйĕнче таса та çутă, хăтлă. Ун таврашĕнче çулла тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ỹстереççĕ, ỹркенмеççĕ, вăхăт тупса, вĕсене пăхсах тăраççĕ. Чечексем ешерни çынсене сывлăх парнеленипе килĕшсе тăрать. Çавăнпа манăн асăннă офисра çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансене хăйсене те юхан-шыв пек вăрăм кун-çул, хĕвел пек çутă пурнăç, юман пек çирĕп сывлăх сунас килет. Çын пурăнма çуралнă, унăн ĕмĕрне тăсассишĕн тимлекенсем халăхра яланах хисепре.

Р.ПЕТРОВА. Иккĕмĕш группа инваличĕ. Тăвай ялĕ.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика