Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тасалăхшăн, тирпей- илемшĕн

07 апреля 2015 г.

Тасалăх пурнăçра ялан малти вырăнта пулмалла. Вăл пирĕншĕн _ сывлăх та, типтерлĕхпе пуçтарулăх та, пỹрт-çурт, тавралăх илемĕпе хăтлăхĕ те. Тасалăх килен-каяншăн та, яланах çав вырăнта тĕпленсе пурăнаканшăн та пĕр пекех кирлĕ. Асăрханă-и, çуркунне шăпăрпа шăлса тасатнă вырăнта çерем курăкĕ епле çăра та ем-ешĕл тапса тухать, тавралăха чĕрĕлĕх кỹме тытăнать. Тасалăх пурнăçа хитрелетет, вăй-хăват парса тăрать. Таса урам, таса ял-хула, таса тавралăх, таса çи-пуç тỹрех куçа курăнаççĕ.

Халĕ таврара çурхи кунсем тăраççĕ. Юр ирĕлсе пĕтнĕçемĕн, куçран çухалса пынăçемĕн пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухать. Таврара, урамсенче, учрежденисемпе организацисен территорийĕсенче, парксенче, суту-илỹ точкисенче, çын йышлă пулакан вырăнсенче, пỹрт-çуртпа хуралтăсен, уйрăмах çулсен таврашĕнче палăрмаллах пуçтарăннă çỹп-çаппа тĕрлĕ каяш, ытти ăпăр-тапăр, кивĕ çулçăсем, вĕлтĕркке пакетсемпе полиэтиленран тунă япаласем куçа тирĕнеççĕ. Хăшĕ-пĕри çулсен хĕррисене кĕленче-савăтсем, тĕрлĕ ванчăксемпе кил-çуртра кирлĕ мар ăçтиçука чиксе тултарнă тулли хутаçсем пăрахса е лартса хăвараççĕ тата ытти те. Пирĕн тĕллев вĕсене пухса илсе, тасатса михĕсем, транспорт хатĕрĕсем çине тиесе ятарласа уçнă свалкăна çитересси, пỹрт умĕсемпе пахчасем, картишсем, çынсем пухăнакан обществăлла вырăнсем таса пулччăр, çав тасалăх пурнăçра савăнăç кỹтĕр тесе тăрăшасси, тасамарлăха пĕтересси. Райцентрта çеç мар, пур ялта та çавнашкал тăрăшни, тимлени кирлĕ. Хĕвеллĕ, ăшă çанталăксенче йышпа, çемьепе, коллективпа тухаканччĕ çынсем тирпей-илем кĕртме. Çакă кăçал та, ỹлĕмрен те ырă йăлара пуласса шанас килет. Паллах, чечек клумбисем те, чечек тăрăхĕсем те хывĕç çĕр ăшăнса пынăçемĕн. Пахчасемпе пỹрт-çурт умĕсем, скверсем, канмалли вырăнсем пин-пин тĕспе куçа йăмăхтарса тăрĕç. Ырă ĕç пурне те ырă кỹрет, пурнăç илемне парнелет.

Халĕ Мăнкун умĕнхи эрне тăрать, часах уявĕ çитет. Христос чĕрĕлни, Мăнкун - ĕненекенсемшĕн те, ыттисемшĕн те пысăк та çутă Турă уявĕ. Мăнкун кашни çулах урăх вырсарникуна лекет. Хальхинче - ку эрне вĕçĕнче пуçланса пĕр эрнене пырĕ. Ялсенче те, хуласенче те, çынсем Мăнкуна хатĕрленсе, пỹрт-çурта çуса тасатаççĕ, пурăнакан вырăнсене тасатса тирпейлеççĕ, ăна тасалăхпа кĕтсе илеççĕ, çăмартасем хĕретеççĕ. Халĕ те çак таса тивĕçе асрах тытасчĕ, Туррăн аслăран та аслă уявне кирлĕ пек хатĕрленсе кĕтсе илесчĕ. Тасалăх, тирпей-илем кунта та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.

Кĕçех Аслă Отечествăлла вăрçăра Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитет. Ăна кĕтсе илме хатĕрленсе хальхи вăхăтра сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Палăксене, вĕсен таврашĕсене йĕркене кĕртесси, ветерансене, тыл ĕçченĕсене тирпей-илем кĕртме пулăшасси тата ытти те - халĕ тумалли ĕçсем.

Хальхи вăхăтра районта санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен тасатмалли тата тирпей-илем кĕртмелли икуйăхлăх пынине те асрах тытмалла, ку енĕпе хамăршăн, тавралăхшăн усăллă тивĕçлĕ ĕçсем пурнăçламалла, тавралăха тасатма, тирпей-илем кĕртме, йывăçсем чĕртсе симĕслетме тăрăшмалла.

Л.ЯККУ, хаçатăн тĕп редакторĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика