03 апреля 2015 г.
Шупашкарти Чăваш патшалăх филармони залĕнче мартăн 31-мĕшĕнче Тăвай районне туса хунăранпа 80 çул тултарнине халалласа Тăвай ентешлĕхĕн пысăк уявĕ иртнĕ. Праçнике Тăвай енрен тухнă, халĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансем пухăннă, Тăвайран та çитнĕ.
Тăвайсен ентешлĕхне ирттересси йăлана кĕнĕ, хальхи пек пысăк йышпа та иккĕмĕш çул пуçтарăннă. Ентешлĕх - пĕр-пĕринпе тĕл пулни кăна мар, вăл пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлĕпе, ĕмĕт-тĕллевĕсемпе паллашни те, пулăшупа шанăç кỹни те. Унччен хăйсен пĕчĕк çĕршывĕнчен - Тăвай енрен хуласене, ытти çĕре куçса кайнисем, тăван кĕтесĕшĕн тунсăхлаççĕ, çавăнпа вĕсем хăйсен тус-юлташĕсене, ентешĕсене кунта курма, тĕл пулса калаçма тỹр килнĕшĕн чунтанах савăнаççĕ.
Филармони фойинче "Тăвай кооперативĕ" потребобществăн, "Акконд" уçă акционерлă обществăн продукцийĕсен куравĕпе суту-илĕвне, халăх промысли ăстисен куравне йĕркеленĕ. Хăнасене Тушкилпе Тăрмăш ял тăрăхĕсен пултарулăх коллективĕсем хапăл кĕтсе илнĕ.
Савăнăçлă каç ентешлĕх ертỹçи Алексей Иванов пухăннисене пурне те Тăвай ентешлĕхĕн праçникĕпе ăшшăн саламланипе пуçланнă. "Пире пĕрле пухăнма, ентешсемпе тĕл пулма, пĕр-пĕринпе сăмах хушма, савăнăç кỹме яланах кăмăллă", - тенĕ вăл.
Тăвай районĕн делегацийĕнче - администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке, унăн çумĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем. Владимир Алексеевич районăн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕпе кĕскен паллаштарнă, ентешсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетсе пыма ăнăçусем суннă.
Унтан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне - ЧР Пуçлăхĕн Администраци ертỹçине Юрий Васильева сăмах панă. Юрий Егорович хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай районне туса хунăранпа 80 çул çитнĕ ятпа саламланинчен илнĕ сăмахсене аса илтернĕ: "Тăвай районĕ интереслĕ те пуян историйĕпе тата йăли-йĕркипе мухтавлă, уйрăмах вара - чапа тухнă тата талантлă çыннисемпе. Районта пурăнакан кашни çын хăйĕн ĕçĕпе хăйĕн пĕчĕк çĕршывне аталантарма тивĕçлĕ тỹпе хывать...".
"Çакă лайăх та. Чунпа эпир пурте тăван районта, унăн çитĕнĕвĕшĕн савăнатпăр, ăна аталантарса пыма пурне те тума хатĕр", - сăмахне тăснă Юрий Егорович. Вăл нумай çул хушши район пуçĕнче пулнă, ăна ертсе пынă Раиса Тихоновна Тарасова, Валерий Николаевич Павлов, Иван Егорович Дмитриев пирки уйрăм тав сăмахĕсем каланă. Район ĕçченĕсене те тав тунă. "Паян район тикĕс аталанса, нумай кăтартупа малта пырать", - палăртнă вăл, пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçусем, çитĕнỹсем суннă. Юлашкинчен мăнаçлăн: "Тăвайсем, эпир пулнă, пур, пулатпăр" тесе хушса хунă. Унăн сăмахĕсене пухăннисем вăйлăн алă çупса йышăннă.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, праçникре наградăсем те панă. "Акконд_агро фирма" ХАО механизаторĕ Юрий Алексеевич Яковлев Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Тавне тивĕçнĕ. Мучарти ача сачĕн заведующийĕ Людмила Ивановна Кузьмина тата Тăвайри тĕп больницăн операци медицина сестри Антонина Витальевна Димитриева нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне тата сехет илме тивĕçлĕ пулнă. Йăнтăрчăри вăтам шкул учительне Татьяна Григорьевна Федотована Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политики Министерствин Хисеп грамотине панă. С.Р.Илларионов ХФХн сĕт комплексĕн заведующине Надежда Разиновна Федорована Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Тăвай ентешлĕхĕн ертỹçине Алексей Васильевич Иванова чăвашсен культурипе йăли-йĕркине аталантарма пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Наци конгресĕн Хисеп грамотине парса чысланă.
Филармони сцени çине виçĕ ăру представителĕсем хăпарнă. Ăрусен тĕл пулăвне хутшăннисене пурне те "Тăвай районне аталантарма тỹпе хывнăшăн" юбилей медалĕ тата "Тăвай районне 80 çул" асăнмалăх знак панă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке СССР халăх артисткине Вера Кузьминана ырă сунса тав сăмахĕсем каланă тата Тăвай ен халăхĕ унпа чун-чĕререн хавхаланса пурăннине пĕлтернĕ. Вера Кузьминична хăйĕн монологне вуланă.
Уяв каçĕнче Чăваш Патшалăх филармонийĕн "Çеçпĕл" ансамблĕ, "Тăвай ен" ушкăн, чăваш эстрадипе театр çăлтăрĕсем хăнасене юрă-ташăпа савăнтарнă.
Тăвай ентешлĕхĕн уяв каçĕ кăмăллă та чун-чĕрене килентерекен ăшă тĕл пулăвĕсемпе нумайлăха асра юлĕ.