31 марта 2015 г.
Çак ятпа иртет Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ. Вăл пуçланасси тата çулталăк çурăран та катăлчĕ. Апла пулин те ăна кĕтсе илме хатĕрленессипе тахçанах ĕçлеме тытăннă: 2014-2018 çулсем валли ĕç календарĕсен планне çирĕплетнĕ, Росстат комиссийĕ тата ун çумĕнче ĕçлĕ ушкăн пур. Перепиçе йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе тĕрлĕрен мероприятисем пулаççĕ тата ытти те. Ăна "Ял аталансан, çĕршыв пуянланать" ятпа ирттереççĕ. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Çĕршыври экономикăпа тăнăçлăх тỹрремĕнех ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăннă.
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçланать те августăн 15-мĕшĕччен пырать. Çырав кăтартăвĕсене 2017 çулхи тăваттăмĕш кварталта пĕтĕмлетĕç. 2018 çулхи тăваттăмĕш кварталта вара çырав пирки пĕтĕмпех пĕлме пулĕ.
А.КАЛИСТРАТОВА. Чăвашстат службин ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"