Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕринчен тепри хитре те маттур

24 марта 2015 г.

Тăвайри культура çуртĕнче районти "Тăвай пики-2015" IV-мĕш конкурс пысăк хавхаланупа иртрĕ. Çак "хитре" мероприятие "Акконд" УАО, "Информ-медиа" ООО пулăшăвĕпе район администрацийĕ пуçарса ирттернĕ. Тăвай районĕ 80 çул тултарнине халалланă ăна.

Конкурса пултаруллă çамрăксене палăртас тата пулăшас, чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене, культурине сыхласа хăварас тата аталантарас, çамрăксен обществăллă, социаллă-культурăллă çыхăнăвĕсене сарса вăйлатса пырас тĕллевпе ирттернĕ. Хĕрсен ăс-хакăлĕпе шухăш-кăмăлĕ, пултарулăхĕпе чиперлĕхĕ - çаксем пурте конкурсăн ытарайми илемĕ пулса тăнă. Çак илеме конкурс программине сакăр çынран (специалистсенчен) тăракан жюри хакланă.

Конкурса районти 8 ял тăрăхĕнчен ỹсĕмĕпе 17 çултан пуçласа 25 çулчченхи сакăр чăваш пики хутшăннă. "Тăвай пики-2015" хисеплĕ ята Анастасия Гурьева (Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕ) çĕнсе илнĕ. Екатерина Кольцова "Вице-Тăвай пики-2015" (Тăвай ял тăрăхĕ), Ксения Якимова (Элпуç ял тăрăхĕ) "Куракансем кăмăлланă пике" ятсене тивĕçнĕ. Уйрăм номинацисемпе çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă: Вероника Иванова (Тушкил ял тăрăхĕ) - "Пултаруллă пике", Ольга Иванова (Йăнтăрчă ял тăрăхĕ) "Ăслă пике", Алина Соколова (Тĕмер ял тăрăхĕ) - "Çепĕç пике", Евгения Гурьева (Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕ) - "Хастар пике", Екатерина Алексеева (Тăрмăш ял тăрăхĕ) - "Сăпайлă пике".

"Тăвай пики-2015" çĕнтерỹçине Анастасия Гурьевана район администрацийĕ тухья тата ювелир изделийĕсем туянма укçан 5 пин тенкĕ парса хавхалантарнă.

Конкурсанткăсене конкурса хутшăнма "Аль" ФСКри Елена Головина тренер-преподаватель тата районти централизациленĕ клуб системинчи Наталия Лукина балетмейстер хатĕрленĕ.

Н.ЧАЙКИНА,

райадминистрацин пай ертỹçи.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика