17 марта 2015 г.
Вăл кашни çулах килет. Пирĕн унпа яланах тимлĕ пулмалла: пĕвесене, гидросооруженисене тĕрĕс-тĕкел упраса хăвармалла, ванма, çĕмĕрĕлме памалла мар. Шыв-шур ял хуçалăхĕнчи тата ытти объектсене, çынсен кил хуçалăхĕсене сиен кỹресрен те, унран ачасем, çынсем, чĕр чунсем шар курасран та сыхланмалла. Кăçал вăл аплах аптăратмĕ е хăрушă пулмĕ тесе лăпланса ларни те пулмалла мар - пур те çанталăкран килет. Тимлĕ пулнине нимĕн те çитмест.
Источник: "Ял ĕçченĕ"