Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем преступлени ан туччăр

13 марта 2015 г.

Преступлени - обществăшăн хăрушă ĕç. Çакнашкал шуçлак çул çине тăрсан, законпа явап тыттарнине пурте пĕлетпĕр. Апла пулин те, çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвакансем тупăнсах пыраççĕ.


Пĕлтĕр çамрăксем 4 хутчен преступлени çулĕ çине тăнă. Çав киревсĕр ĕçсене çул çитмен 5 ача хутшăннă. Вĕсенчен иккĕшĕ шкулта пĕлỹ пухакансем, тепĕр иккĕшĕ ниçта та ĕçлемеççĕ те, вĕренмеççĕ те. Асăннă преступленисем каçхи вăхăтра пулса иртнĕ. Йывăр е тулли мар çемьере çитĕнекен, контроль çуккине туякан ачасем преступлени тăваççĕ. Çул çитменнисен законпа килĕшỹллĕн каçхине 22 сехетрен ашшĕ-амăшĕсĕр обществăлла вырăнсенче пулма юрамасть.


Анчах хăш-пĕрисем хăйсен ывăл хĕрне ир пуличчен çỹреме ирĕк параççĕ. Ачисем пушă вăхăтне епле, ăçта тата кампа ирттерни пирки кăсăкланмаççĕ аслисем. Ашшĕ-амăшĕ тытакан тилхепе пушаннине хăвăрт туяççĕ çамрăксем, киревсĕр ĕç тума хутшăнма пултараççĕ.


Пĕлтĕр январь уйăхĕнче, ирхине 1 сехет те 30 минутра çул çитмен, шкулта вĕренекен 3 арçын ача тата вĕсен аслă юлташĕ Тăвай ялĕнчи урамра хăйсене асăрхаттарнă арçынна аллисенчи патаксемпе çапа-çапа хĕненĕ. Вĕсен суд тенкелĕ çине ларма тивнĕ. Енчен те асăннă ачасен ашшĕ-амăшĕ каçхине ывăлĕсем мĕнпе интересленнипе кăсăкланнă, каçхине 22 сехет хыççăн вĕсене урама тухма чарнă пулсан, асăннă преступлени пулса иртместчĕ.


Шкула кайманнисем, кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем те йĕркене пăсаççĕ. Уголовлă майпа айăплама ỹсĕм çитменнисем 2014 çулта çичĕ преступлени тунă. Вĕсенчен пĕрне, шкулта хăйне тăрлавсăр тытакана, вĕрентекенсене те итлемен ачана çул çитмен преступниксене вăхăтлăха пурăнтармалли центра вырнаçтарма тиврĕ.


Çамрăксем эрех-сăраран та айккипе иртменни пăшăрхантарать. Ачасем хаяр шĕвек ĕçсе больницăна лекнĕ тĕслĕхсем те пулчĕç юлашки вăхăтра. 2013 çулта ỹсĕр хĕрачапа арçын ачана медицина пулăшăвĕ панăччĕ. Пĕлтĕр эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ икĕ хĕрачан реанимаци уйрăмĕнче выртса сывалма тивнĕ. Урамри сивве пăхмасăрах ураран ỹкиччен ĕçеççĕ çамрăксем, шăнса вилесрен те шикленмеççĕ. Закон тăрăх 18 çула çитмен ачасене эрех-сăрапа пирус тутантарма тата сутма юрамасть. Апла пулин те, ку енĕпе йĕркене пăсакансем те тупăнаççĕ.


2014 çулхи март уйăхĕнче барта ĕçлекен сутуçă-хĕрарăм 18 çул тултарман арçын ачана хĕрлĕ тата шурă эрехсем сутнă. Çак шĕвексене ултă çула çитмен ача тутанса пăхнă. Ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ пĕр хĕрачине вара тухтăрсен пулăшăвĕ кирлĕ пулнă пирки больницăна ăсатнă. Паллах, ачана хаяр шĕвексем сутнă сутуçăн явап тытма тивнĕ, ăна 30 пин тенкĕлĕх штраф тỹлеттернĕ.


Ачасемпе çавнашкал инкеклĕ ĕçсем пулса ан иртчĕр тата вĕсем преступлени ан туччăр тесен, ашшĕ-амăшĕсен хăйсен тивĕçĕсем пирки манмалла мар. Акă, Çăлпуç ялĕнчи хĕрарăм виçĕ пепкине пăрахса хăварсах эрех шырама çула тухать тăтăшах.


Çемьесенче çамрăксене тĕрĕс воспитани парса ỹстермелле, ачасем пушă вăхăчĕсене мĕнле ирттернипе интересленсех тăмалла. Закона пăхăнакан ăру çитĕнтерес тесен, малтан ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулмалла, ачасем умĕнчех хаяр шĕвекпе ашкăнмалла мар.


А.ЖИЛКИНА, çул çитменнисен инспекцийĕн инспекторĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика