25 февраля 2015 г.
Хĕл вĕçленсе пырать, çуркунне пуçланать. Кунсем вăрăмрах, çутăрах халь. Кăвак тỹпере сарă хĕвел те курăнкалать. Çак вăхăтра пĕрле пухăнса çăварни ирттересси йăлана кĕнĕ.
Ку уяв пĕр эрнене тăсăлать. Ярмăркка йĕркелеççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ. Çăварнири тĕп çимĕç - çỹхе, хĕвел пек çаврака та сарă пĕлĕм. Çут çанталăка хĕвелпе ăшă таврăннине палăртаççĕ çапла. Асăннă эрнере çăмарта, сыр нумай çиеççĕ, çавăнпа сырлă Çăварни теççĕ ку уява. Халăх савăнать. Тăвайккинчен çунасемпе ярăнаççĕ, выляççĕ те кулаççĕ çынсем.
Пирĕн уявра тĕп сăнар Çăварни ятлă пукане пулчĕ. Ăна воспитательсем улăмран хатĕрленĕ. Пуканене кĕпе тăхăнтартăмăр, тутăр çыхтартăмăр. Кайран çуна çине лартса шкулчченхи учрежденин картиш территорийĕ тăрăх чупса çаврăнтăмăр, Çăварнипе сывпуллашрăмăр. Ачасем патĕнче хăнара Хĕлле, Çуркунне, Вупăр Карчăк сăнарсем пулчĕç, пĕчĕккисемпе пĕрле ташларĕç, юрларĕç вĕсем. Капăрлатнă лавсемпе ярăнса савăнтăмăр уявра юлашкинчен.
А.КРАСНОВА, Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача сачĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"