25 февраля 2015 г.
Патшалăх статистикин федераллă служби (Росстат) 2015 çулхи октябрьте "2015 çулхи социаллă-демографи тишкерĕвĕ (халăхăн пĕчĕк çыравĕ - микроперепись населения - МПН-2015) ирттерет. Ку вăл çĕршыври халăхăн 2 процентне яхăн суйласа илсе тишкерни пулать.
Халăхăн пĕчĕк çыравĕ Раççей Федерацийĕн пур субъектĕнче те иртет.
Чăваш Республикипе 71 шутлав участокĕ суйласа илнĕ е ку вăл 28 пин çынна яхăн, çак шутран 16 пинĕ - хула çыннисем, 12 пинĕ - ялта пурăнакансем. Хуласенче - 41, яллă вырăнсенче - 30 шутлав участокĕ.
Пĕчĕк çырав республикăри 9 хулапа 47 ялта иртĕ.
Халăх çинчен сведенисене ятарласа вĕрентнĕ çыравçăсем (переписчиксем) пухаççĕ. Çав тĕллевпе шутлав участокĕсене кĕрекен килсем тăрăх вĕсенче пурăнакансенчен хăйсенчен сведенисем ыйтса çỹреççĕ тата хуравсене ыйту хатĕрĕсем çине кĕртеççĕ. Çыравçăсен ĕçне инструкторсем йĕркелесе пыраççĕ. Халăхран сведенисем ыйтса пухассине 2015 çулхи октябрĕн 3-31-мĕшĕсенче туса ирттереççĕ. Халăхран даннăйсем пухмалли тĕп хатĕр планшет-компьютер пулать. Хуравсен тĕрĕслĕхне çирĕплетме паспорт е ытти документсем кирлĕ пулмаççĕ. Çыравçă вара хăй удостоверени кăтартма тивĕç. Удостоверени тĕрĕссине çирĕплетме паспорт çумра пулмалла.
2015 çулхи халăхăн пĕчĕк çыравĕнче çыннăн ỹсĕмĕпе арлăхне, вĕреннин шайне, пурăнмалли çăлкуçĕсене, ĕçленипе ĕçлеменнине, мăшăрланура пулнине, ача çуратнине, миграцие, çын гражданлăхне, сывлăхне хак панине кăтартакан ыйтусем пулаççĕ.
2016 çулта июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртмелле. Çитме йывăр, аякра вырнаçнă ялсенче ăна сентябрĕн 15-мĕшĕпе ноябрĕн 15-мĕшĕччен йĕркелеççĕ. Ял хуçалăх çыравĕ аграри политикин тухăçлăхне ỹстерме пулăшĕ.
А.КАЛИСТРАТОВА, Чăвашстатăн Тăвай районĕнчи тĕп специалист-эксперчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"