20 февраля 2015 г.
Тăвайри вăтам шкултан кăçал вĕренỹри, тĕпчев тата пултарулăх ĕçĕнчи ỹсĕмсемшĕн виççĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнă.
Дмитрий Староселец спортпа туслă, çăмăл атлетикăпа футболла выляссипе республикăра район чысне ăнăçлă хỹтĕлет. "Зарница" тата "Орленок" финал вăййисенче команда шутĕнче район тата республика шайĕнче пĕрре кăна мар палăрнă. 2014 çулта "Орленок" ушкăн командирĕ пулнă. Футбол командин вратарĕ вăл. 3000 м чупассипе шкул ачисен спартакиадинче призер пулнă. Пĕлтĕр Аслă Çĕнтерỹ уявне халалланă чупура, кĕрхи кросра чи лайăх результат кăтартнă. Çавăн пекех футзал енĕпе те командăпа тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать.
Дмитрий вĕренỹре маттур. Географипе, историпе, экономикăпа, математикăпа, ОБЖпа тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче малти вырăнсене тухнă.
Павел Кайсаров пур çĕрте те малта пулма ăнтăлать. Уйрăмах математика, физика, географи, информатика предмечĕсемпе интересленет. Уроксем хыççăн пĕлĕвне ỹстерме тĕрлĕ кружоксене, ятарлă занятисене васкать. Районта, республикăра иртекен конкурссене, олимпиадăсене, культурăллă-массăллă мероприятисене хастар хутшăнать. Пилĕкрен пиçиххи çыхса кĕрешессипе кĕрешỹ федерацийĕн вице-президенчĕн парнисене çĕнсе илессишĕн "Аксар_Улăп вăййисенче" хăйĕн виçе категорийĕнче те, команда шутĕнче те кăтартăвĕсем лайăх. Çамрăк пушарниксен дружинисен, "Зарницăпа" "Орленок" вăййисенче команда малтисен йышĕнче пулнинче унăн тỹпи пĕчĕк мар. Самбо енĕпе кĕрешессине малалла аталантарса пырать. Çăмăл атлетсен, йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене хутшăнма вăхăт тупать.
Павел муниципалитет шайĕнчи наукăпа тĕпчев конференцийĕнчи ("Физика" секцире) çĕнтернĕ. Калашников автомата сỹтсе пухассипе 1-мĕш вырăн йышăннă. Физика, географи, ОБЖ олимпиадисенче пĕрре кăна мар малтисен йышĕнче пулнă.
Анастасия Павлова пирки те шкулта мухтаса кăна калаçнине илтетĕн. Наукăпа практика конференцийĕсенче, культура мероприятийĕсенче, обществăлла ĕçсенче активлăх кăтартать вăл. Шкул ачисен республикăри дистанци олимпиадинче (вырăс чĕлхипе тата литературипе) малтисен йышне кĕнĕ. Районти наукăпа практика конференцийĕнче "Халăх культури" секцийĕнче çитĕнỹ тунă. Пĕтĕм Раççейре вырăс чĕлхипе иртнĕ "Мир знаний" ятлă дистанци конкурсĕн призерĕ вăл. Настя "Раççей Федерацийĕн патшалăх символĕсен историйĕ" конкурсăн республикăри тапхăрĕнче ăсталăхне кăтартнă. Çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисенче команда шутĕнче районта çĕнтерỹçĕ пулнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"